Шупашкарти икӗ ҫула тӑвакан организацисене палӑртнӑ. «Университетски-2» микрорайонти ҫула «ТУС», «Хӗвеллӗ» микрорайонтине «Дорэкс» строительство организацийӗсем тӑвӗҫ. Контрактсен хакӗсем — 243 тата 52 миллион тенкӗшер.
Патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Университетски-2» микрорайонти ҫула саракана палӑртмалли аукциона «ТУС» акционерсен обществи кӑна хутшӑннӑ. Контракт хакӗ унччен палӑртнинчен чакман, вӑл — 243 миллион тенкӗ.
«Хӗвеллӗ» микрорайонти ҫула тума «Дорэкс» акционерсен обществине суйланӑ. Унти ҫула «Старатель» строительство компанийӗ те сарас тенӗ. Вӑл аукционта ҫӗнтереймен. «Дорэкс»-па 52 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ.
Аукционсем тӗлӗшпе Барнаулти «КС-Строй» организаци кӑмӑлсӑрланнӑ. Вӑл Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленине ҫӑхавланӑ. Монополипе кӗрешекенсем кӑлтӑк асӑрхаман.