Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ачасен пӗр ушкӑнӗ Мускава тухса кайнӑ. Йышра тӗрлӗ ӳсӗмрисем пур: 10 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхисем таранах. Вӗсен шутӗнче Республикӑн культура училищинче, Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Шупашкарти вӑтам шкулсенче вӗренекенсем пур иккен. Ушкӑна ҫӑмӑллӑхлӑ категорие кӗрекен ҫемьесенчи, олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе вӗренӳре пиллӗкпе ӗлкӗрсе пыракансем кӗни пирки пӗлтерет Чӑваш Енӗн Культура министерстви.
Ачасене «Пирӗн хыҫра — Мускав» турист маршручӗпе ҫула илсе тухнӑ иккен. Ку проекта хамӑр ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсен культура эткерлӗхне ачасем хушшинче сарасси пирки Раҫҫей Президенчӗ хушнине пурнӑҫланӑ май пуҫарнӑ-мӗн. Ҫула тухнисене Мускавсӑр пуҫне Калуга тата Тула хулисене кӑтартӗҫ.
Вырӑс ҫыравҫи Александр Пушкин ҫуралнӑ кун, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, республикӑра вырӑс чӗлхин пӗрремӗш уҫӑ фестивалӗ иртӗ.
Ун умӗн, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, техникум-колледжсенче, училищӗсенче вӗренекенсем тата вӗрентекенсем вырӑс чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине тӗрӗслӗҫ. Фестивале хутшӑнакансене Раҫҫейри вырӑс тымарӗсене, вырӑс чӗлхин историне, хальхи правилӑсене мӗнле пӗлнине тӗрӗслӗҫ. Фестивальпе килӗшӳллӗн ҫавӑн пекех сӑвӑ вулакансен конкурсне ирттерӗҫ. Унта хутшӑнакансем Александр Пушкин поэзийӗн Ылтӑн фондӗнчи чи лайӑх сӑвӑсене халӑх умӗнче вулӗҫ.
Ҫавӑн пекех фестивальпе килӗшӳллӗн курав, конференци, видеохӑтлав йӗркелӗҫ. Мероприятисем Шупашкарти электромеханика колледжӗнче тата культура училищинче иртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене те унтах чыслӗҫ.
Культура отраслӗ валли специалистсем хатӗрлекен Чӑваш патшалӑх культура институтне Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви тухӑҫсӑр ӗҫлекеннисен шутне кӗртнӗччӗ. Спецификӑллӑ ун пек аслӑ шкула «кӗмӗл» туса илме ҫӑмӑл маррине ӑнланма пулать ӗнтӗ. Культура отраслӗнчи специалистсем хатӗрлекен института укҫа парсах вӗренме кӗрес текенсем ҫукрах-тӑр. Анчах тепӗр мониторинг тӗлне ӑна тухӑҫлисен шутне кӗртесшӗн. Кун пирки ӗнерхи пресс-конференцире республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ.
Лару-тӑру халех лайӑхланма пуҫланӑ иккен. Аслӑ шкула вӗренсе пӗтернисенчен специальноҫпа ӗҫе вырнаҫнисен шучӗ унччен 96 процентпа танлашнӑ тӑк, халӗ ку цифра та пысӑкланнӑ-мӗн. Шучӗпе вӑл 98 процентпа танлашмалла иккен. Хальхи вӑхӑтра культурӑпа ӳнер институчӗпе культура училищине пӗрлештерес ӗҫ пырать. Ҫакӑ та аслӑ шкул тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2021 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |