Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +29.0 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: культура керменӗсем

Чӑваш чӗлхи
Валери Туркай сӑнӳкерчӗкӗ
Валери Туркай сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ятне чӑвашла ҫырса хунӑ. Ҫакна чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай асӑрханӑ, ҫавна сӑн ӳкерсе Чӑваш халӑх сайтне ярса панӑ.

Чӑвашлӑха упракан тата упрама тивӗҫ организацисен ячӗсене чӑвашла ҫырманни, шел те, тӗл пулать. Сӑмахран, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн, Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗн ячӗсене вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ тесе пӗлтерчӗҫ.

Халӑх шавӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ятне чӑвашла та, вырӑсла та ҫырса хунине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: театр ҫуртне ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ятне малтанласа вырӑсла кӑна ҫырнӑччӗ. Ҫавна асӑрханисем тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенче кӑмӑлсӑрланма тытӑннӑччӗ. Каярах театр ятне икӗ чӗлхепе шӑрҫаласа хунӑччӗ.

 

Культура

Кӑрлач уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче Шупашкарта Шотланди культурин фестивалӗ иртет. Ӑна Шотландири паллӑ поэт Роберт Бернс ҫуралнӑ кунне халаллӗҫ. Ҫак уява чылай ҫӗршывра паллӑ тӑваҫҫӗ. Шупашкарта ӑна «Бэлтайн ҫулӑмӗсем» ӗлӗкхи тата халӑх ташшисен студийӗ йӗркелет.

Яланхи пекех фестивальте ҫак ҫӗршыв пирки нумай истори, сӑвӑ, юрӑ пулӗ. Чылай программӑна Шотлани ташшисене халаллӗҫ. Фестиваль кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче 13 сехет ҫурӑра Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра пуҫланӗ. Тепӗр кун 18 сехетре ЧР Наци вулавӑшӗнче Шотланди историйӗсене халалланӑ каҫ иртӗ.

Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртӗнче кӗтеҫҫӗ, унта Юлия Ткачевӑн ӑсталӑх класӗ пулӗ. Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра Ухсай ячӗллӗ культура ҫуртӗнче ташӑ каҫӗ иртӗ. Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 10 сехетре Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче фестиваль ӑсталӑх класӗпе вӗҫленӗ.

 

Хулара

Шупашкарта Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче кадет корпусӗ хута кайӗ. Унта ҫынсем валли канмалли вырӑн та пулӗ.

Унччен ҫав вырӑнта халӑх шашлӑк ӑшалама юратнӑ. Анчах каннӑ хыҫҫӑн чылайӑшӗ хӑйӗн хыҫҫӑн ҫӳп-ҫапа пуҫтарман, пӑрахса хӑварнӑ. Волонтерсем кашни ҫул тасатнӑ унта, анчах кӑштахран каллех тискер ӳкерчӗк хуҫаланнӑ.

Кадет корпусне ҫитес ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хута яма палӑртнӑ. Паян обществӑна проект эскизӗсемпе паллаштарӗҫ. Канмалли паркра аллея, фонтан, пӑр катокӗ те пулӗҫ.

Ҫынсем унти юмансене каснӑшӑн пӑшӑрханаҫҫӗ. Анчах влаҫрисем ӗнентернӗ тӑрӑх, пӗрне те тӗкӗнмӗҫ. Темиҫе ҫул каялла ӳссе ларнӑ хунавсене ҫеҫ касӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43024
 

Йыхрав хучӗ
Йыхрав хучӗ

Ҫитес эрнере, шӑматкун, пушӑн 23-мӗшӗнче ҫулсерен ирттерекен «Чӑваш пики – 2013» илем ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Хитре пикесем кӑҫал Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче пухӑнӗҫ, пуҫламӑшӗ 18 сехетре. Йӗркелекенсем: Чӑваш наци конгресӗ, ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗ. Пулӑшаканӗ: Чӑваш Республикин культура тата национальноҫпе тата архив ӗҫӗсен министерстви.

Илем ӑмӑртӑвне 17–25 ҫулхи хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте — районсемпе хула шайӗнчи илем конкурсӗсенче мала тухнӑ хӗрсем. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен тупӑшӑвӗ 5 тапхӑртан тӑрать: «Паллаштару», «Ӑс-тӑн конкурсӗ», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш апачӗ», «Чӑваш ҫи-пуҫӗ». Яланхи пекех чи маттур ултӑ пикене уйӑрса илӗҫ: Чӑваш пики, Вице-чӑваш пики, Хӳхӗм пике, Ҫепӗҫ пике, Ӑс пике, Куракансем кӑмӑлланӑ пике.

Асаилтерме: «Чӑваш пики – 2012» ята пӗлтӗр Муркаш районӗн хӗрӗ Елена Порфирьева ҫӗнсе илнӗччӗ. Ҫавӑн пекех Канаш районӗнчи Лариса Яковлева («Вице-чӑваш пики – 2013»), Тӑвай районенчи Анжела Илларионова («Куракансем кӑмӑллана пике») хӑйсене маттур кӑтартнӑччӗ.

Малалла...

 

«Салют» КК. foto.cheb.ru сӑнӗ
«Салют» КК. foto.cheb.ru сӑнӗ

Васкӑр! Васкӑр! Васкӑр!

Паян «Салют» культура керменӗнче 18 сехет ҫурӑра юрӑ каҫӗ иртӗ. Ӑна юпан 14-25-мӗшӗсенче иртекен ҫырава халалланӑ.

Мероприятире СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин, Шупашкарӑн хисеплӗ гражданинӗ, «Акконд» УАО тӗп директорӗ Валерий Иванов тата ыттисем тухса сӑмах калӗҫ. Культура программинче вара чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем пултарулӑхӗпе паллашма май пулӗ.

 

Йӗркелекенсем: Чӑваш наци конгресӗ, «Аксар» студи. Пулӑшакансем: Чӑваш Енӗн культура министерстви тата Шупашкар хула администрацийӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2021 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йăлтах лайăх пурнăçланса пырать. Эсир шалти сасса итлеме пултаратăр: вăл пулăшнипе нумай ĕç тăваятăр. Ку эрнере сирĕн пĕчченлĕхре пулма юрамасть. Хăш чухне те пулин тĕнче çине юратна çын куçĕпе пăхăр.

Ҫу, 17

1927
94
Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1949
72
Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Маншӑн ҫавах
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Эпир Facebook-ра 1580+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org