Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: критиксем

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш академи драма театрне Мускаври критиксем килессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Нарӑс уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче ҫӗршыври паллӑ театр критикӗсем Екатерина Морозова тата Александр Вислов тӑватӑ спектакль пӑхнӑ, ҫав шутран виҫҫӗшӗ — пӗлтӗрхи премьерӑсем.

«Ҫӗршыври тӗп театр критикӗсем килни пире професси пӗрлӗхӗпе анлӑрах ҫыхӑну тытма май парать. Ун пек тӗлпулусене час-час йӗркелени куракансем валли пахарах, интереслӗрех тата ҫивӗч спектакльсем хатӗрлеме пулӑшать. Ун пек тӗлпулусене эпир час-часах йӗркелесшӗн», – тенӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн директорӗ Елена Николаева.

Театроведсем «Ҫын пурнӑҫӗ» (режиссерӗ – Василий Иванов), «Ӗмӗр сакки сарлака» (режиссерӗ – Наталия Сергеева), «Уйрӑлу каҫӗ» (режиссерӗ – Валерий Яковлев), «Анне» (режиссерӗ – Алексей Герасимов) спектакльсене хакланӑ.

 

Культура
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Мускаври теар критикӗсем шупашкара килӗҫ. Вӗсем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тӑватӑ спектакльне хаклӗҫ.

Нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пирӗн тӑрӑхра Раҫҫейри театр ӳнерӗн институчӗн — ГИТИСӑн икӗ театровечӗ пулӗ.

Чӑваш театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ аслӑ шкулпа 1940 ҫултанпах ҫыхӑну ытаҫҫӗ. Ҫав ҫулхине ГИТИС ҫумӗнче чӑваш театрӗн студине йӗркеленӗ, 1947 тата 1961 ҫулсенче унтан чӑваш театрӗ валли актёрсем вӗренсе тухнӑ.

Хальхинче Шупашкара искусствоведени кандидачӗ, Константин Райкинӑн театр шкулӗн доценчӗ Екатерина Морозова тата драматург тата режиссёр, театр лабораторийӗсемпе фестивалӗсен кураторӗ Александр Вислов килӗҫ.

«Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен кунта килекен кашни театр критикӗ пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ. Кирек мӗнле театра та ырӑ критика кирлӗ, унсӑр аталанаймастӑн», — тенӗ Чӑваш академи драма театрӗн директорӗ Елена Николаева.

 

Культура
сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ
сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Чӑваш спектаклӗсен фестивалӗ пырать. Вӑл ӗнер, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, пуҫланнӑ.

Фестивале чӑваш патриархӗ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Виҫӗ куна пыракан фестиваль вӑхӑтӗнче виҫӗ спектакль кӑтартма палӑртнӑ. Вӗсем — Юхма Мишши ҫыравҫӑн хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ «Куккук куҫҫулӗ» тата «Шурҫамка» спектакльсем тата «Сеспель» поэзи перфомансӗ. «Куккук куҫҫулӗ» спектакле ӗнер кӑтартнӑ.

Спектакльсене пӑхма Мускаври театр критикӗ Валентина Федорова килсе ҫитнӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра Мускаври театр критикӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем Чӑваш Ене чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче килсе ҫитнӗ.

Раҫҫейри театр критикӗсен коллегийӗн пирӗн тӑрӑха килнӗ пайташӗсен йышӗнче — «Сцена» журналӑн тӗп редакторӗ, «Федерация» наци театрӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗн илемлӗх канашӗн пайташӗ, Раҫҫей ӳнер академийӗн хисеплӗ членӗ, К.С. Станиславский ячӗллӗ преми лауреачӗ Дмитрий Родионов, ҫавӑн пекех паллӑ театроведсем Полина Богданова тата Анастасия Ильина.

Сумлӑ хӑнасем Ҫамрӑксен театрӗн, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тата Вырӑс драма театрӗн ӗҫӗсене хаклӗҫ.

Республикӑна килсе ҫитнӗ кунхине критиксем Ҫамрӑксен театрӗн «Кошкин дом» тата «Чапаев» ӗҫӗсене пӑхнӑ, ӗнер — «Куккук куҫҫулӗ» фантазие.

Чӳк уйӑхӗн 23 тата 24-мӗшӗсенче Чӑваш академи драма театрӗнче «Шуйттан чури» драмӑпа «Пилӗк пӑтлӑ юрату» трагикомедие хаклӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 25 тата 26-мӗшӗсенче Вырӑс драма театрне ҫитсе

«Мертвые души» фантасмагорие, «Виртуальные приключения Сони и Вовы» кибер-юмаха тата «Братья Карамазовы» драмӑна пӑхӗҫ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 22

1860
166
Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
1900
126
Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ.
1902
124
Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1912
114
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1935
91
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ.
1935
91
Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ.
1972
54
Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ.
2001
25
Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
2001
25
Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ