Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.0 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: космос

Хулара

Шупашкарти «Космос» каҫхи клуб хӑйсен патӗнче эрне каялла арҫын вилнишӗн куляннине пӗлтернӗ. Кун пирки вӗсем халӑх тетелӗсенчи хӑйсен страницинче ҫырнӑ. Клуб администрацийӗ тата уйрӑм ҫыннӑн хурал предприятийӗ следствипе тачӑ ҫыхӑну тытнине пӗлтернӗ. Ҫав ҫырурах тӗпчевҫӗсем пӗтӗмлетӳ тумасӑр пӑтӑрмаха хак пама сӗнменнине те палӑртнӑ.

Ӗнертенпе «Космос» вӑхӑтлӑха хупӑннӑ иккен. Ҫакна администраци клуб ӗҫченӗсене тата вӗсен тӑванӗсене вӗҫӗм кӳрентернипе тата хӑратнипе сӑлтавланӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетсенче 35 ҫулхи арҫынпа хуралҫӑ хушшинче тавлашу сиксе тухнине, хуралҫӑсем канма килнӗ ҫынна урайне ҫавӑрса хурса пӗр вӑхӑт ӑна ҫапла тытса тӑнипе арҫын сывлаймасӑр вилсе кайнӑ тесе шухӑшланине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.

Канма пынӑ ҫынна вӗлерсе пӑрахнӑ хуралҫӑ тӗлӗшпе астумасӑр вӗлернӗ текен статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫамрӑк арҫын леш тӗнчене ӑсаннипе вӗҫленнӗ инкеке тӗпчевҫӗсем малалла тӗпченӗ май судпа медицина экспертизисем ирттерӗҫ, хирӗҫтӑрӑва курса тӑнисенчен ыйтса пӗлӗҫ.

 

Вӗренӳ

Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире вӗренекен Дмитрий Ильин Байконурта пулнӑ. Унта вӑл «Союз ТМА-14М» карапа вӗҫтерсе янине курнӑ. «Астӑвӑм ӗмӗрлӗхе», — тенӗ ача унта пулнӑ хыҫҫӑн.

Байконура ача Уйӑх тата Марс ҫиелти сийне тӗпчемелли «Космос филерӗ» хатӗр шухӑшласа кӑларнӑшӑн кайма тивӗҫнӗ. Роботшӑн ӑна путевкӑпа хавхалантарнӑ.

Дима Ильин каланӑ тӑрӑх, карапа вӗҫтерсе янӑ самантра массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем, космонавтсен тӑванӗсем, Роскосмосра ӗҫлекенсем пулнӑ. Вӗсем «Гагарин старчӗ» текен старт лапамра пухӑннӑ.Космомс тӗллевӗллӗ «Союз-ФГ» ракетӑна «Союз ТМА-14М» транспорт карапне орбитӑна кӑларма кӑларса янӑ. 528 ҫеккунтран карап ракета-носительтен ӑнӑҫлӑ уйрӑлнӑ. Карап экпиажӗн йышне Александр Самокутяев Роскосмос космонавчӗ ертсе пырать, бортинженерӗсем — Елена Серовапа (Роскосмос) Барри Уилмора (NASA).

Сӑнсем (6)

 

Перс кушакӗ
Перс кушакӗ

Иран патшалӑхӗ космоса тухни ҫинчен пӗлетӗр пулӗ. 2009 ҫулта вӑл пӗрремӗш спутника кӑларнӑ, каярахпа чӗрчунсене те вӗҫтернӗ — пӗрисем ку вӗҫевсем ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ, теприсем иккеленеҫҫӗ. Кӑҫал кӑна тӗнче уҫлӑхне упӑтене вӗҫтернӗччӗ вӗсем.

Хальхинче вара космоса кушака — перс йӑхӗнчине — вӗҫтерсе пӑхасшӑн иккен ирансем. ИКА ӗҫтешӗ Мухаммад Эбрахими каласа панӑ тӑрӑх ӑсчахсем тивӗҫлӗ чӗрчуна суйлаҫҫӗ — кушаксӑр пуҫне черетре кролик тата шӑши тӑрать. Эбрахими ӑнлантарнӑ тӑрӑх хальхинче карап Ҫӗр чӑмӑрӗ тавра вӗҫсе ҫӑврӑнмалла — унччен вӗсен ҫулӗ кӗскерех пулнӑ: ҫӳле хӑпарнӑ хыҫҫӑн аннӑ ҫеҫ.

Ҫак пӗтӗм ӗҫ-пуҫа Иран космос агентстви 2021 ҫулта тӗнче уҫлӑхне астронавта вӗҫтерес тӗлӗшпе йӗркелет.

 

Лагранж пӑнчисен ҫывӑхӗнчи юрӑхлӑ орбитӑсем
Лагранж пӑнчисен ҫывӑхӗнчи юрӑхлӑ орбитӑсем

Астероидсем ҫинче тимӗр-тӑмӑр, тата ытти паха пурлӑх нумаййи пирки эсир илтнех пулӗ. Вӗсемпе усӑ курассишӗн талпӑнни ҫинчен те сӑмах-юмах сирӗн хӑлхана ҫитнех ӗнтӗ. Шотландири астрономсем нумай пулмасть 12 астероида палӑртнӑ — вӗсен вӗҫев ҫулӗ иккен чи меллисем.

Мӗнле усӑ курасшӑн-ха вӗсемпе? Чи малтан тӗнче уҫлӑхӗнчи ӗскере ярса илмелле, кайран Ҫӗр чӑмӑрӗ енне илсе ҫитермелле. Шӑп ҫак 12 астероидӑн ҫулне ӗнтӗ, ӑсчахсен тӗпчевне ӗненсен, пӑрма ҫӑмӑл — вӗсен хӑвӑртлӑхне ҫекунтра 500 метр таран чарма пулать имӗш.

Астероида Ҫӗр чӑмӑрӗ патне илсе ҫитернӗ хыҫҫӑн ӑна орбитӑра хӑварасшӑн иккен. Анчах ку ӗҫ хӑвӑрт пулаканнисенчен мар — сӑмахран, 2006 RH120 (диаметрӗ 2–7 м.) ятлине ҫитерме 5 ҫул таран кирлӗ. Тепӗр чӑрмав та пур — ҫав астероид мӗнле минералсемпе пуяннине ӑсчахсем пӗлмеҫҫӗ.

Ҫапах та вӑхӑт пӗр вырӑнта тӑмасть, астероидсенчи пурлӑхпа усӑ курас текен компанисем йышлансах пыраҫҫӗ. Енчен те малтан ҫак ӗҫпе Planetary Resources компани ҫеҫ кӑсӑкланатчӗ (унта малтан NASA-ра вӑй хунӑ ӑстасем ӗҫлеҫҫӗ) пулсан, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче вӗсен речӗ нумайланчӗ — Deep Space Industries компани те астероидри пурлӑхпа усӑ курасшӑн.

Малалла...

 

Хаббл пирки эсир илтнех пулӗ — ҫак телескоп пирӗн Ҫӗр тавра спутник евӗр ҫаврӑнать. Унпа усӑ курса ӑсчахсем тӗнче уҫлӑхӗнче ҫӗннине нумай пӗлчӗҫ. Хаббл та пӗччен мар унта, тӗрлӗ космос агентстви хатӗрленӗ телескопсен йышӗ вуннӑран та иртет: Кеплер, Интеграл, Планк, Радиоастрон, Спитцер, тата ыттисем. Ӗҫлессе те вӗсем тӗрлӗрен тӗпчеҫҫӗ: пӗри кӗске хумсене сӑнать, тепри хӗрлӗ хум айӗнчи пайӑркасене пӑхать, виҫҫӗмӗшӗшӗн рентген пайӑркисем кӑсӑклӑ. Хаблла илес пулсан вӑл курӑнакан пайӑркасене сӑнать. Е тепӗр май каласан вӑл оптикӑллисен йышне кӗрет.

Ӑсчахсем, паллах, телескопсене инҫерех те инҫерех вырнаҫтарасшӑн. Тӗслӗхрен, Хаббл ҫӗр пичӗ ҫинче вырнаҫнӑ пулсанах унӑн пахалӑхӗ 1–10 хут чакнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑнпах пулӗ International Lunar Observatory Association агентство ҫӗнӗ телескопа Уйӑх ҫине лартасшӑн. 2016–2018 ҫулсем тӗлне вӗсем Уйӑхри Малаперт тӑвӗ ҫине икӗ метрлӑ радиоантенна тата оптика хатӗрне вырнаҫтарасшӑн. Ҫак сӑрт Уйӑхӑн кӑнтӑр полюсӗ ҫывӑхӗнче иккен, ҫавӑнпа та унти температура унталла-кунталла сикмест — яланах -50° С патӗнче тӑрать (ытти вырӑнта температура уйӑх ҫийӗнчи кун хушшинче 300 градуса ҫити ылмашӑнма пултарать).

Малалла...

 

«Вояджер-1» аппарат
«Вояджер-1» аппарат

Хӑй тӗллӗн ӗҫлекен «Вояджер-1» аппарат Хӗвел системинчен тухнӑ. Кун пирки нумай пулмасть тӗнчери чылай МИХ пӗлтерчӗ.

Тӗрӗссипе вара, анлӑрах тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн космос аппарачӗ ҫӗнӗ уҫлӑха тухнине палӑртнӑ. Хӗвел ҫилӗн пусӑмне приборсем палартмаҫҫӗ пулин те ҫӑлтарсем хушшинчи уҫлӑха аппарат тухайман имӗш. Ҫӗнӗрен уҫнӑ уҫлӑх гелиосферӑран иртсен вырнаҫнӑ пулать, хальлӗхе ӑна «магнитлӑ шоссе» ят панӑ.

«Вояджер-1» Ҫӗр чӑмӑрӗнчен чи инҫете вӗҫнӗ ҫын ӑсталанӑ аппарат шутланать. Хальлӗхе вӑл пирӗн планетӑран 121,7 а.е. (1 а.е. Хӗвелпе Ҫӗр чӑмӑрӗ хушшипе тан, е 150 миллион ҫухрӑма яхӑн) инҫӗшре ҫеккунтра 17 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа ҫул хывать. Космос уҫлӑхне ӑна 1977 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче вӗҫтерсе янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2013/03/21/voyager/
 

Карап стартра
Карап стартра

Темиҫе хут куҫара-куҫара пынӑ хыҫҫӑн SpaceX компанин Dragon карапӗ тинех пӗтӗм тӗнчен космос станцийӗ патне вӗҫсе кайрӗ. Темиҫе минут иртсен карап орбитӑна ӑнӑҫлӑ тухрӗ. Унӑн вӗҫевне NASA кӑтартса тӑчӗ — ҫапла май патшалӑх тума хутшӑнман чи пӗрремӗш космос карапӗ епле вӗҫнине пӗтӗм тӗнче сӑнама пултарчӗ.

Dragon карапа, чӑвашла ӑна Аҫтаха теме пулать, космос уҫлӑхне Falcon 9 (ӑна та SpaceX ӑсталанӑ) ракета кӑларчӗ. Карапра ҫын ҫук, вӑл станцие апат-ҫимӗҫ тата тӗрлӗ хатӗрсем илсе ҫитермелле. Каялла пушӑ таврӑнмӗ — 660 кило таякан кирлӗ мар япала станцирен антарӗ.

Ку вӗҫеве темиҫе хут те куҫарчӗҫ. Кӑҫал (маларах пӗлтӗр палӑртнӑччӗ те, чӳк вӗҫӗнче, анчах ӗҫ тухмарӗ) чи малтан унӑн акан 30-мӗшӗнче вӗҫсе хӑпармаллаччӗ, анчах та, кӑлтӑксем тупӑннӑран, вӗҫсе хӑпарасси пулмарӗ. Кайран вӑхӑта ҫӑвӑн 19-мӗшне куҫӑрчӗҫ — карап дивгателӗсем ӗҫлеме пуҫланӑ хыҫҫӑн компьютер вӑй-хӑват хатӗрӗсенчен пӗринче пусӑм кирлинчен ытла пысӑк хӑпарса кайнине асӑрханӑ. Халь вара, тинех, карап космос уҫлӑхне хӑпарма пултарчӗ.

Мӗнех, космоса патшалӑх пулӑшӗвӗсӗр те тухма пулать — кӑна PayPal тӳлев системине никӗслекенсенчен пӗри Элон Маск кӑтартса пачӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2012/05/22/spsx/
 

2011 ҫул вӗҫӗнче Мускавра пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк космонавтсен фестивалӗ иртрӗ. Шкул ачисем С.Королев конструктор ячӗллӗ Космонавтика музейӗнче тата М.Ломоносов ячӗллӗ физика институтӗнче тапӑҫнӑ.

Ҫӗмерлӗ хулинчи 8-мӗш гимназире вӗренекенсем Тихонов Александрпа Тарасов Артем та ҫакӑнта хутшӑннӑ. Вӗсен ӗҫӗ «Космос салтакӗсем» ятлӑ пулнӑ. Ачасем хӑйсен проекчӗпе ҫӗр ытла хутшӑнакан хушшинче мала тухма пултарнӑ. Ҫапла май пӗтӗм Раҫҫейрен пуҫтарӑннӑ 17 ачапа пӗрле пирӗн ҫамрӑк ентешсем те 2012 ҫулта Калугӑри космодромран карапа вӗҫтернине хӑйсен куҫӗпе курма пултарӗҫ.

Ҫӗмӗрлӗ евӗр пӗчӗк вырӑнсенче тухаҫҫӗ те ентӗ ҫӗршыва тата тӗнчене тӗлӗнтерекен хастар ҫынсем.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2020 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нихăçанхинчен ытла иккĕленетĕр. Ыйтусем сиксе тухсан пĕлекен çынсенчен сĕнÿ ыйтăр. Иккĕленетĕр пулсан йышăну ан тăвăр. Акан 6-7-мĕшĕсенче илĕртÿллĕ курăнма тăрăшăр. Çак кунсем шăпашăн пĕлтерĕшлĕ пулĕç.

Ака, 07

1905
115
Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1930
90
Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ.
2002
18
Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org