Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Dragon карап тинех пӗтӗм тӗнчен космос станцийӗ патне вӗҫсе кайрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.05.2012 14:58 | 1704 хут пӑхнӑ
Карап стартра
Карап стартра

Темиҫе хут куҫара-куҫара пынӑ хыҫҫӑн SpaceX компанин Dragon карапӗ тинех пӗтӗм тӗнчен космос станцийӗ патне вӗҫсе кайрӗ. Темиҫе минут иртсен карап орбитӑна ӑнӑҫлӑ тухрӗ. Унӑн вӗҫевне NASA кӑтартса тӑчӗ — ҫапла май патшалӑх тума хутшӑнман чи пӗрремӗш космос карапӗ епле вӗҫнине пӗтӗм тӗнче сӑнама пултарчӗ.

Dragon карапа, чӑвашла ӑна Аҫтаха теме пулать, космос уҫлӑхне Falcon 9 (ӑна та SpaceX ӑсталанӑ) ракета кӑларчӗ. Карапра ҫын ҫук, вӑл станцие апат-ҫимӗҫ тата тӗрлӗ хатӗрсем илсе ҫитермелле. Каялла пушӑ таврӑнмӗ — 660 кило таякан кирлӗ мар япала станцирен антарӗ.

Ку вӗҫеве темиҫе хут те куҫарчӗҫ. Кӑҫал (маларах пӗлтӗр палӑртнӑччӗ те, чӳк вӗҫӗнче, анчах ӗҫ тухмарӗ) чи малтан унӑн акан 30-мӗшӗнче вӗҫсе хӑпармаллаччӗ, анчах та, кӑлтӑксем тупӑннӑран, вӗҫсе хӑпарасси пулмарӗ. Кайран вӑхӑта ҫӑвӑн 19-мӗшне куҫӑрчӗҫ — карап дивгателӗсем ӗҫлеме пуҫланӑ хыҫҫӑн компьютер вӑй-хӑват хатӗрӗсенчен пӗринче пусӑм кирлинчен ытла пысӑк хӑпарса кайнине асӑрханӑ. Халь вара, тинех, карап космос уҫлӑхне хӑпарма пултарчӗ.

Мӗнех, космоса патшалӑх пулӑшӗвӗсӗр те тухма пулать — кӑна PayPal тӳлев системине никӗслекенсенчен пӗри Элон Маск кӑтартса пачӗ. Вӑл йӗркеленӗ SpaceX компани чӑн та космос уҫлӑхӗнче хуҫаланма пуҫласса кӑна кӗтмелле — маларах спутник кӑларма пултарнӑскер, тепӗртакран ҫынсене те космос уҫлӑхне ҫитерме пултарӗ ӗнтӗ.

#тӗнчере, #космос

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2012/05/22/spsx/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем