Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: зоопарксем

Хулара
Яндекс Карты сайтри сӑн
Яндекс Карты сайтри сӑн

Ҫитес ҫул ҫуркунне Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Тӗкӗрҫ ращинчи зоопаркра арӑслана курма май пулӗ. Ҫапла пӗлтернӗ «Тӗкӗрҫ ращи» АУ директорӗ Валерий Андреев «Грани» хаҫата.

Вӑл интервьюра зоопарк валли арӑслан туянма ӗмӗтленнине каланӑ. «Паллах, ку ӗҫ хӑвӑрт пулмасть, анчах йӑлтах пурнӑҫланасса шанатӑр. Ахӑртнех, ҫуркунне тӗлне», — тенӗ Валерий Андреев.

Хальхи вӑхӑтра зоопарк йӗркелӳ ыйтӑвӗсене татса парать, тӗрлӗ инстанципе калаҫса татӑлать, ҫавӑн пекех арӑслан валли вольер хатӗрлет.

Раща директорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра зоопарк тата ытти чӗрчунпа пуянланӗ: попугайсем, макакӑсем, носуха илсе килӗҫ.

 

Хулара
Зоопарк архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Зоопарк архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ ращинчи зоопаркра пурӑнакан Потап ятлӑ упа 12-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ӑна уяв ячӗпе тортпа, улма-ҫырлапа тата мӑйӑрпа хӑналанӑ.

Потап унти зоопаркра 6 ҫул пурӑнать. Унччен вӑл циркра пулнӑ, анчах итлеме пӑрахнӑ. Потап Хусанти зоопаркра 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Нарӑс уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти цирк артисчӗсен ҫемйине лекнӗ. Дрессировка хыҫҫӑн упа 4 ҫул циркра арена ҫине тухнӑ, Раҫҫее ҫаврӑннӑ.

Сӑмах май, зоопарк ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унта упасем хӗлле ҫывӑрмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене ҫитереҫҫӗ.

 

Хулара
musthaveforyou.mediasole.ru сайтри сӑн
musthaveforyou.mediasole.ru сайтри сӑн

Шупашкарта зоопарк тума палӑртнӑ. Ҫитес 5 ҫулта Чӑваш Ен аталанӑвӗн комплекслӑ программинче ӑна хута яма 600 млн тенкӗ уйӑрма пӑхса хунӑ.

Объекта ҫитес ҫул тума тытӑнасшӑн. Зоопарка 2026 ҫулта уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе проектпа смета документацийӗсене хатӗрлеҫҫӗ. 594 млн тенкине – Ростуризм, 6 млн тенкине республика уйӑрӗ.

Хальлӗхе зоопарк ӑҫта пулассине пӗлтермен. Унччен ӑна Шупашкарти «Амазони» паркра тӑвасси пирки калаҫкаланӑ.

Палӑртмалла: пирӗн республикӑра зоопарк ҫук. Шупашкарти А.Николавев ячӗллӗ паркра тата Ҫӗнӗ Шупашкарти Текӗрҫ ращинче зоокӗтессем ҫеҫ пур.

 

Хулара
nevnov.ru сайтри сӑн
nevnov.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти зоопаркра пӑши ами вилсе кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

«Канмалли кунсенче зоопарка кайрӑмӑр. Пӑхатпӑр: пӑши ами пурӑннӑ вольер пушӑ. Вӑл ӑҫта кайса кӗнине ыйтрӑмӑр. Вилнӗ иккен. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех пулас», - ҫапла каласа кӑтартнӑ вӑл.

Пӑши ами Галина ятлӑ пулнӑ. 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӑл килен-каян темӗн ҫитернӗрен чирлесе ӳкнӗ. Ун чухне чӗрчуна ҫӑлса хӑварайнӑ. Халӗ пӑши ами мӗншӗн вилнине ветеринарсем уҫӑмлатӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59616
 

Тӗнчере

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче ҫурҫӗрти шурӑ носорогӑн аҫи вилнӗ. Ӑсчахсем каланӑ тӑрӑх, ку вӑл — ҫак чӗрчунӑн юлашки аҫи. Ҫӗр ҫинче халӗ тепӗр пилӗк ҫурҫӗр шурӑ носорогӗ юлнӑ-ха, анчах пурте вӗсем — амасем.

Юлнӑ носорогсенчен пӗри те ирӗкре пурӑнмасть. Ҫутҫанталӑкра вӗсене этем кансӗрлет. Тӗрӗсрех, носорогӑн хаклӑ та усӑллӑ мӑйракишӗн ӑна браконьерсем тытса пӗтернӗ. 1960 ҫулта хайхи чӗрчун йышӗ 2250-па танлашнӑ пулсан, халӗ, ав, тӑрса юлманпа пӗрех.

Носорогӑн юлашки аҫине Америкӑна 1980 ҫулта илсе пынӑ. Вӑл 44 ҫул пурӑннӑ. Унпа патне ама та ярса панӑ, ҫапах та йыш хутшӑнтарма май килмен. Ученӑйсем ҫакна чӗрчунсем читлӗхре пурӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ. Ҫапах та аҫан вӑрлӑхне илсе хӑварнӑ, унпа амасене пӗтӗлентерме шухӑшлаҫҫӗ. Анчах усси пирки иккӗленеҫҫӗ.

Ҫурҫӗр носорогӗ кӑнтӑр носорогӗнчен кӳлепипе уйрӑлса тӑрать. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан пысӑк чӗрчунсенчен вӑл слон хыҫҫӑн иккӗмӗш пырать.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тӑватӑр, анчах хӑвӑра алӑра тытмалла. Ҫӗнӗ проектсене пуҫӑнма, пухӑннӑ ыйтусене татса пама вӑхӑт. Ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне ӑнланманлӑхсем пулма пултарӗҫ — чӑтӑмлӑ пулӑр. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене кая хӑвармалла мар.

Чӳк, 14

1994
32
Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи