Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: астероидсем

Ӑслӑлӑх
Ҫӑлкуҫ: JAXA
Ҫӑлкуҫ: JAXA

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине илсе ҫитернӗ Рюгу астероид ҫинчи тӑпра тӗслӗхӗсенче ӑсчахсем органикӑллӑ молекулӑсем нумай пулнине асӑрханӑ, пурнӑҫ тӗвви амаланса каймалӑх условисем йӗркеленес пулсан вӗсем ӑна тӑвакан элементсем пулма пултарнӑ пулӗччӗҫ. «Хаябуса-2» миссийӗ вӑхӑтӗнче тупнӑ материалсенче «пребиотикӑлла органика» текен япаласем пур.

Сӑмах чӗрӗ организмсенче хими реакцийӗсене йӗркелеме тата ҫӳҫ е мускул йышши кӑткӑс тытӑмсене хатӗрлеме кирлӗ протеинсем тума усӑ куракан аминойӳҫексен темиҫе тӗсӗ пирки пырать. Ҫак молекулӑсем ҫав шутра пурнӑҫ тӗвеленипе ҫыхӑнман процессемпе те йӗркеленме пултараҫҫӗ, сӑмахран, астероидсенче шалта иртекеннисенче.

Тӗпчевӗн ертсе пыракан авторӗ каланӑ тӑрӑх, пребиотикӑлла молекулӑсем астероид ҫийӗнчи тӑпра тӗслӗхсенче пулни, унти хутлӑх условийӗсем чаплах мар пулсан та астероидӑн чи ҫӳлти сийӗ органикӑна космос радиацийӗнчен тата ытти факторсенчен хӳтӗлеме пултарнине ҫирӗплетет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/kosmo_off/5653
 

Ӑслӑлӑх

Ҫӗр ҫумӗпе эрнекун чи пысӑк астероид вӗҫсе иртӗ.

Ҫак эрнере Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫумӗпе икӗ километра яхӑн тӑршшӗллӗ «хӑрушлӑх кӑларма пултаракан» чи пысӑк астероид иртсе кайӗ, ӑсчахсен шучӗпе вӑл пирӗн планета патне питӗ ҫывӑха вӗҫсе пырӗ.

1989 JA ят панӑ астероидӑн тӑршшӗ 1,76 километр, унсӑр пуҫне вӑл Ҫӗр чӑмӑрӗ тавра вӗҫекен пӗр ҫухрӑмран кая мар сарлакӑш 878 астероид шутне кӗрет.

Ҫакӑн пысӑкӑш астероид Ҫӗр ҫинче катастрофа кӑларма пултарать, анчах пӑшӑрханма кирлӗ мар. 1989 JA Ҫӗр чӑмӑрӗ патне эрнекун ҫывхарӗ пулин те, Ҫӗрпе чи ҫывӑх вӑхӑтра вӑл пирӗн планетӑран 4 миллион ҫухрӑмра пулӗ, ку вара Уйӑхпа Ҫӗр чӑмӑрӗ хушшинчи инҫӗшрен 10 хут нумайрах. Унӑн хӑвӑртлӑхӗ вара сехетре 48 000 ҫухрӑмпа танлашать, ҫакӑ сывлӑшра пуля хӑвӑртлӑхӗнчен 17 хут пысӑкрах.

«Хӑрушлӑх кӑларма пултараканнисен» йышне ӑна Аполлон астероичӗ пулнӑран кӗртнӗ, урӑхла каласан, унӑн вӗҫев ҫулӗ Ҫӗр орбити урлӑ иртет.

НАСА пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ 172 ҫула илсен ҫак эрнере астероид, Ҫӗр чӑмӑрӗнчен чи ҫывӑхран иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/kosmo_off/4411
 

Ӑслӑлӑх
Рюгу астероид
Рюгу астероид

Рюгу астероид ҫинче аминокислотасем тупнӑ.

«Хаябуса-2» яппун аппарачӗ Ҫӗр ҫине Рюгу астероид ҫинчи тӑпра тӗслӗхӗсене илсе ҫитернӗ, вӗсенче вара аминокислотасем — белоксенче тӗл пулакан, пирӗн планета ҫинчи пӗтӗм пурнӑҫӑн никӗсӗ шутланакан органикӑллӑ пӗрлешӳсем — асӑрханӑ.

Тӗпчевҫӗсем вунӑ ытла аминокислота тӗсӗ тупса палӑртнӑ, вӗсем хушшинче глицин тата L-аланин, вӗсем ДНК кодӗнчи чӗрӗ организмсене упраҫҫӗ, протеиногенлӑ аминокислотасем, хӑйӗн тытӑмӗпе нефть евӗрлӗ нумай цикллӑ ароматлӑ углеводородсем, тата азотӑн темиҫе тӗрлӗ пӗрлешӳсем.

Рюгу — CI ушкӑн шутне кӗрекен хондрит евӗр астероид. Ун ӑшӗнче углерод, шыв тата органикӑллӑ япаласем питӗ нумай.

Авторсем шутланӑ тӑрӑх, пребиотикла органика молекулисем Рюгу ҫине ҫакнашкал астероидсем ытти космос объекчӗсемпе ҫапӑннӑ хыҫҫӑн вӗсен ҫийӗ ҫинче йӗркеленнӗ космос тусанӗпе лекме пултарнӑ.

Рюгу астероида 1999 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче АПШри Сокорро обсерваторинче шыраса тупнӑ. Унӑн диаметрӗ 920 метр. «Хаябуса-2» зонд ун ҫине 2018 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнче анса ларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/kosmo_off/4068
 

Тӗнчере
© shutterstock.com
© shutterstock.com

Чӳкӗн 29-мӗшӗнче пирӗн планета ҫумӗпе ҫеккунтра 25 ҫухрӑм иртекен хӑвӑртлӑхпа 153201 (2000 WO107) астероид вӗҫсе иртӗ. Унӑн виҫи тӗрлӗ хаклавсем тӑрӑх 370 метртан пуҫласа 820 метр таран пулмалла.

Космос объектчӗ Ҫӗр чӑмӑрӗнчен 4 млн ҫухрӑмра вырнаҫнӑ — ку вӑл, Ҫӗрпе Уйӑх хушшинчи инҫӗшпе танлаштарсан, 11 хут пысӑкрах.

Астероид Ҫӗр чӑмӑрӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан объектсем шутне кӗрет пулин те, пирӗн планетӑпа ҫапӑнас вӑл шанчӑк пысӑках мар. Ҫавах та, космос кӗлетки ӑсчахсене хӑйӗн ытти енӗпе интереслентернӗ — специалистсем хак панӑ тӑрӑх, ун ӑшӗнчи паха тӑпрасен хакӗ 17,4 миллиард долларпа танлашать. Ку хаклӑха шутласа кӑларнӑ чухне спектр анализӗпе усӑ курса тата астероидӑн вӑтамран илнӗ виҫисене шута илсе палӑртнӑ. Маларах ӑсчахсем 153201 (2000 WO107) тимӗрпе, кобальтпе тата никельпе пуян пулнине пӗлнӗ.

Астероида 2000 ҫулта тупнӑ, хӗвел тавра вӑл 318 кун хушшинче пӗр ҫаврӑм тунине палӑртнӑ. Перигейра вӑл Хӗвел патне 30 млн ҫухрӑм таран ҫывхарать, апогейра 243 млн ҫухрӑм инҫӗше ҫитет.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫумӗпе 3,1 млн ҫухрӑм ҫывӑхӗнче вӑл тепрехинче 2040 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗнче иртсе кайӗ.

 

Иртнӗ вырсарникун, авӑнӑн 29-мӗшӗнче, Ҫӗр чӑмӑрӗпе юнашар Челепи метеоричӗ пысӑкӑш астероид вӗҫсе иртнӗ иккен. Ҫуммӑнах теме пулать — хушши 11 пин ҫухрӑм кӑна пулнӑ.

Мускаври патшалӑх университечӗн астрофизикӑпа ҫӑлтӑр астрономийӗн кафедрин профессорӗ Владимир Липунов каласа панӑ тӑрӑх уҫлӑхри ӗскере Уйӑх орбитин хыҫӗнче асӑрханӑ имӗш. 17 метр пысӑкӑш, 10 пин тонна йывӑрӑш астероида «Мастер» системӑпа курма пултарнӑ.

 

Лагранж пӑнчисен ҫывӑхӗнчи юрӑхлӑ орбитӑсем
Лагранж пӑнчисен ҫывӑхӗнчи юрӑхлӑ орбитӑсем

Астероидсем ҫинче тимӗр-тӑмӑр, тата ытти паха пурлӑх нумаййи пирки эсир илтнех пулӗ. Вӗсемпе усӑ курассишӗн талпӑнни ҫинчен те сӑмах-юмах сирӗн хӑлхана ҫитнех ӗнтӗ. Шотландири астрономсем нумай пулмасть 12 астероида палӑртнӑ — вӗсен вӗҫев ҫулӗ иккен чи меллисем.

Мӗнле усӑ курасшӑн-ха вӗсемпе? Чи малтан тӗнче уҫлӑхӗнчи ӗскере ярса илмелле, кайран Ҫӗр чӑмӑрӗ енне илсе ҫитермелле. Шӑп ҫак 12 астероидӑн ҫулне ӗнтӗ, ӑсчахсен тӗпчевне ӗненсен, пӑрма ҫӑмӑл — вӗсен хӑвӑртлӑхне ҫекунтра 500 метр таран чарма пулать имӗш.

Астероида Ҫӗр чӑмӑрӗ патне илсе ҫитернӗ хыҫҫӑн ӑна орбитӑра хӑварасшӑн иккен. Анчах ку ӗҫ хӑвӑрт пулаканнисенчен мар — сӑмахран, 2006 RH120 (диаметрӗ 2–7 м.) ятлине ҫитерме 5 ҫул таран кирлӗ. Тепӗр чӑрмав та пур — ҫав астероид мӗнле минералсемпе пуяннине ӑсчахсем пӗлмеҫҫӗ.

Ҫапах та вӑхӑт пӗр вырӑнта тӑмасть, астероидсенчи пурлӑхпа усӑ курас текен компанисем йышлансах пыраҫҫӗ. Енчен те малтан ҫак ӗҫпе Planetary Resources компани ҫеҫ кӑсӑкланатчӗ (унта малтан NASA-ра вӑй хунӑ ӑстасем ӗҫлеҫҫӗ) пулсан, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче вӗсен речӗ нумайланчӗ — Deep Space Industries компани те астероидри пурлӑхпа усӑ курасшӑн.

Малалла...

 

Чӗлепи ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Чӑпаркӳлӗ ячӗ кӑҫал унта метеорит персе аннӑ хыҫҫӑн тӗнчипех сарӑлчӗ. Ак тепӗр хыпар те ҫитрӗ — ун ячӗпе астероида, е урӑхла каласан, пӗчӗк планетӑна ят панӑ иккен.

Унччен 1994 СМ 13 №37645 ятпа ҫӳренӗ тӗнче уҫлӑхӗнчи ӗскере 1994 ҫулта Бельги ӑсчахӗ Эрик Эльст шыраса тупнӑ иккен.

Марспа Юпитер хушшинче вырнаҫнӑ астероида ҫак ята парас шухӑш бельги ӑсчахӗн Чӑпракӳлӗ хулари конференцине кайса килнӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ имӗш. Вӑл ӑслӑлӑх канашлӑвӗнче шӑп та лӑп персе аннӑ метеорита сӳтсе янӑ та иккен.

Чӑпаркӳлӗ астероид пысӑках мар, диаметрӗ те унӑн 4 ҫухрӑм ҫеҫ. Ҫав таврашра унашкал космос ӗскерӗсене хальхи вӑхӑтра пурӗ 11 пине яхан тупнӑ. Ят парас умӗн вара астероидӑн орбитине палӑртмалла иккен, унсӑрӑн ку хисепе вӗсем тивӗҫеймеҫҫӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗтӗм ӗҫе лӑпкӑ, хӑвӑра кирлӗ пек татса пама май килӗ. Хирӗҫесрен пӑрӑнӑр, хӑвӑрӑн вӑя, энергие перекетлемелле. Пушӑ вӑхӑта ҫутҫанталӑкра ирттерӗр. Спортпа туслашма лайӑх вӑхӑт, Интереслӗ тӗлпулу пулма пултарать, вӑл романтика хутшӑнӑвне куҫӗ.

Чӳк, 25

1950
74
Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ