Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Элтепер

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Ял хӗрарӑмӗсен кунӗ шутланать. Ҫавна май республика Элтеперӗ Олег Николаев тем пысӑкӑш салам ҫырса хатӗрленӗ.

«Ҫак уяв эсир пуҫарнипе тата пулӑшнипе ҫуралчӗ. Халӗ пирӗн календарьте тепӗр паллӑ кун пулнине уйрӑмах савӑнса палӑртатӑп. Сирӗн ырми-канми ӗҫӗр, тӑван киле, ҫывӑх ҫынсене иксӗлми таса туйӑмпа юратни чӑннипех те пысӑк хисепе тивӗҫ», — тесе пуҫланӑ салама республика ертӳҫи.

«Эсир – килти хӑтлӑхпа йӑла-йӗрке тата чун-чӗре ӑшшин управҫисем. «Кил ӑшши – арӑмран», – тесе халӑхра ахальтен каламаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршыва юратни, ҫемьешӗн тӑрӑшни, ҫулталӑк вӑхӑтне пӑхмасӑрах юратни мар тӑвакан кулленхи ӗҫ ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ йӗркин никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ. Эсир ачасене пӑхса ҫитӗнтеретӗр, хуҫалӑха тытса пыратӑр, мӑн асаттемӗрсен йӑлисене сыхласа упратӑр, хӑвӑр вара ҫав вӑхӑтрах ку чухнехи, ӗҫлӗ те ӑнӑҫлӑ хӗрарӑмсем пулма пӑрахмастӑр», — мухтанӑ Элтепер.

Уй-хирпе ферма ӗҫченӗсене, агропромышленность комплексӗнче тӑрӑшакансене, ялти вӗрентекенсене, врачсемпе фельдшерсене, культура ӗҫченӗсене те асӑнса хӑварнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР финанс министрӗ пулнӑ Михаил Ноздрякова следстви изоляторне икӗ уйӑхлӑха хупнӑ. Ку – суд йышӑнӑвӗ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм пӗлтерет.

Ун тӗлӗшпе мӗн сӑлтава пула пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки хальлӗхе пӗлтермен. Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республикин патшалӑх органӗсен пӗр экс-ертӳҫи тӗлӗшпе» тӗрӗслев пыни пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах вӑл ятне каламан.

Аса илтерер: Михаил Ноздряков кӑҫал ака уйӑхӗнче министр должноҫӗнчен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе вӑл вице-премьер – финанс министрӗ пулнӑ, утӑ уйӑхӗнче ӑна правительство председателӗн пӗрремӗш ҫумне ҫирӗплетнӗ. 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Михаил Ноздрякова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.

 

Политика

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫамрӑк пӗр блогерпа чӑвашла юрӑ юрланӑ. Кун пирки МАХри «Первый чувашский» каналта паян пӗлтернӗ.

Тӳрех палӑртса хӑварар: пӗр-пӗр уявра е ӗҫкӗ-ҫикӗре мар. Ҫамрӑк блогер, видео тӑрӑх хакласан, республика Элтеперӗ патне интервью илме пынӑ. Ҫавӑн чухне чӑвашла юрланӑ.

Олег Николаевпа блогер: «Ҫумӑр ҫӑвать, ҫумӑр ҫӑвать ман ҫине. Эп йӗпентӗм, эп йӗпентӗм ҫумӑрпа. Мӗншӗн-ха, савни, пӑхмастӑн ман ҫине? Эпӗ йӗпентӗм, йӗпентӗм ҫумӑрпа», — тесе юрланӑ.

Куплета юрласа пӗтернӗ хыҫҫӑн хӗр-блогер Элтепере тав тесе калани илтӗнет, апла пулсан юрлама вӑл хӑй сӗннӗ курӑнать, Элтепер вара килӗшнӗ.

Сӑмах май каласан, блогерсем хӑйсен блогӗсене ҫынсем ытларах пӑхчӑр тесе тем те туса кӑтартаҫҫӗ. Юрлани вара ҫынпа вӑрҫса-ҫапӑҫса ҫӳрени мар.

 

Политика
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ЧР культура министрӗ Светлана Каликова ӗҫрен кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Хальлӗхе министр тивӗҫӗсене пурнаҫлама Надежда Павловӑна шаннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Надежда Павлова – культура министрӗн ҫумӗ – йӗркелӳ ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ырантан, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен, ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать.

Аса илтерер: Светлана Каликова паян ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Вӑл – 55 ҫулта. Вӑл Михаил Игнатьев Элтепер пулнӑ чухне те политикӑра ӗҫленӗ. Вӑл Элтепер администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ, Элтепер пресс-секретарӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ пулнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР культура министрӗ Светлана Каликова паян ӗҫрен кайнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Хушу паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, вӑя кӗнӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Светлана Каликова хӑйӗн ирӗкӗпе должноҫрен кайнӑ.

Палӑртса хӑварар: Светлана Каликова – 55 ҫулта. Вӑл Михаил Игнатьев Элтепер пулнӑ чухне те политикӑра ӗҫленӗ. Вӑл Элтепер администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ, Элтепер пресс-секретарӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ пулнӑ.

Патшалӑх службинче Светлана Каликова – 2008 ҫултанпа. Хӑйӗн карьерине вара вырӑс чӗлхипе литература учителӗнчен пуҫланӑ.

 

Персона
Яндексран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Яндексран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре ҫитес ҫул паллӑ ӑсчах Геннадий Волков ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявлӗҫ.

Геннадий Никандрович ятне пирӗнтен чылайӑшӗ аван пӗлет. Унӑн этнопедагогикӑпа ҫырнӑ кӗнекисенчи тарӑн шухӑша пирӗн ҫултисенчен чылайӑшӗ кукамӑшӗ-асламӑшӗсенчен ӑша хывса ӳснӗ. Паллӑ ӗнтӗ, шурсухалсем ӗлӗк те тӗрлӗрен пулнӑ. Анчах анлӑ шухӑшлавлисем, сӑмаха виҫсе шутласа калаканнисемпе пӗр килте ӳснисем ваттисен кашни сӑмахӗ ахах евӗр иккенне аван пӗлеҫҫӗ. Ҫавна май тӗп мероприятисен планне хатӗрлӗҫ. Кун пек мероприятисене вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене те ирттерме сӗннӗ.

Ятарлӑ йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ, документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
https://static.tildacdn.com сӑнӳкерчӗкӗ
https://static.tildacdn.com сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пилотсӑр вӗҫекен аппаратсене тата ракетӑна пула хӑрушлӑх пирки час-часах пӗлтереҫҫӗ.

Кӗҫӗр Чӑваш Енре пилотсӑр вӗҫекен аппарата ҫапса антарнӑ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ.

Сӑмах май каласан, хыпарта «по предварительной информации» (чӑв. Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх) тесе палӑртса хӑварнӑ.

Олег Николаев ҫырнӑ тӑрӑх, шар куракансем пулман. Оперативлӑ службӑсем малалла ӗҫленине хыпарланӑ.

Ҫынсене Элтепер лӑпкӑ пулма чӗнсе каланӑ. Ҫапли-ҫапла пулӗ те, анчах сирена янӑрама пуҫласан та ҫынсем пӑлханаҫҫӗ. Пурте мар-ха. Теприсем шикленмеҫҫӗ. Сӑмах май каласан, пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем Чӑваш Ене ҫеҫ мар, ҫӗршывӑмӑрӑн ҫурҫӗр регионӗсене те ҫитеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/oanikolaev/AaCZYiLpC5s
 

Республикӑра

ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑра пурӑнакансене 2027 ҫул тематикине пӗрле суйлама сӗнет. Старт пуҫланнӑ – сӗнӳсем пухаҫҫӗ.

«Сире пуласлӑх соавторӗсем пулма сӗнетӗп. Эсир 2027 ҫулта Чӑваш Еншӗн мӗнле тема пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлатӑр? Паянхи кун пирӗн ҫемьесемшӗн, ачасемшӗн, хуласемпе ялсен аталанӑвӗшӗн мӗн уйрӑмах хаклӑ?» - тесе ҫырнӑ Элтепер халӑх тетелӗнчи страницинче.

Чи интереслӗ сӗнӳсене обществӑпа сӳтсе явӗҫ. Пост айне ҫынсем сӗнӳсем ҫырма пуҫланӑ ӗнтӗ: Ҫемье йӑлисемпе наставничество ҫулталӑкӗ, СВОна хутшӑнакан салтаксен амӑшӗсемпе арӑмӗсен ҫулталӑкӗ, Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ, Хӑтлӑ картиш ҫулталӑкӗ….

Аса илтерер: кӑҫал пирӗн республикӑра – Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ.

 

Ҫурт-йӗр
чувашинформ.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
чувашинформ.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Ен Элтеперӗ тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра социаллӑ ҫурт-йӗр тӑвас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. «Чувашинформ» пӗлтернӗ тӑрӑх, ун валли лапамсем уйӑрасси пирки калаҫнӑ.

Паянхи кун тӗлне илсен республикӑра социаллӑ ҫурт-йӗр 180,7 пин тӑваткал метр кирлӗ е 5038 хваттер. Вӑл ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакансене унтан куҫарса кайма, тӑлӑхсене, нумай ачаллӑ тата ҫамрӑк ҫемьесене хваттерпе тивӗҫтерме кирлӗ. Унсӑр пуҫне ун пек ҫуртри хваттере служба хваттерӗ валли те уйӑрса параҫҫӗ.

Паянхи куна илсен, 19 муниципалитетра кадастр учётне 265,2 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче 54 ҫӗр лаптӑкӗ пӑхса хӑварнӑ.

Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Канаш, Тӑвай тата Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗсенче ҫӑмӑллӑхлӑ категориллӗ ҫынсем валли 14 ҫурт тума пуҫӑннӑ.

 

Статистика

Кӗҫех, авӑн уйӑхӗнче, суйлав иртӗ. Халӗ суйлав участокне каймасӑрах сасӑлама пулать – электронлӑ майпа. Республикӑра пурӑнакан 60 пин ҫын шӑпах ҫак меле суйланӑ.

Ростов облаҫӗнче – 129,8 пин, Алтай крайӗнче – 117,8 пин, Свердловск облаҫӗнче 73,4 пин ҫын дистанци мелӗпе сасӑлама йышӑну тунӑ.

Раҫҫейӗпе илес тӗк, пӗр миллион ытла ҫын «Госуслуги» порталта дистанци мелӗпе сасӑламашкӑн заявлени ҫырнӑ. Раҫҫейри 31 регион ДЭГ федераци платформипе усӑ курма пултарать. Вӑл «шурӑ списокра», интернет ҫук пулсан та ӗҫлет.

Сӑмах май, дистанци мелӗпе сасӑлас тесен заявление авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗччен памалла. Аса илтерер: пӗлтӗр республикӑра Элтепер суйлавӗ иртнӗ. Ун чухне 150 пин ытла ҫын дистанци мелӗпе сасӑланӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 192
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 04

1987
39
Насул Антал, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй