Чӗмпӗр облаҫӗнче Совет Союзӗн Геройӗ ятне илнисенчен чӗрри пӗр ҫын ҫеҫ юлнӑ. Вӑл Егор Воробьёв, чӑваш, Чанлӑ районӗнчи Вӑта Тимӗрҫен ялӗнче пурӑнать. Егор Терентьевич акан 16-мӗшӗнче 91 ҫул тултарчӗ. Сӑмах май ун амӑшӗ 104 ҫула ҫитсе вилнӗ.
Герой вӑрҫӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн ӗмӗрӗпех тӑван ялӗнче пурӑнать. Вырӑнти хуҫалӑхра бригадир пулнӑ. Мӑшӑрӗпе иккӗшӗ 6 ача ҫуратса ӳстернӗ.
Аслӑ Нагаткин ялӗнче темиҫе ҫул ӗнтӗ Е.Т.Воробьёв парнисемшен ирӑклӗ майпа кӗрешессипе ӑмӑрту иртет. Унта кашни ҫул Раҫҫейӗн тӗрле хулисенчен 100 ытла спортсмен килет.
2007 ҫул вӗҫӗнче Чaнлӑ районӗнчи Анат Тимӗрҫенти вӑтам шкулта чӑвашсен пирвайхи хӗрарӑм поэчӗ Ваҫҫа Аниҫҫи ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа конференци иртрӗ.
Ваҫҫа Аниҫҫи ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ. Ентешӗсем ӑна ҫывӑха хурса асра тытса пурӑннине палӑртма питех те кӑмӑллӑ.
Уява хатӗрленекенсем аякри тата ҫывӑх хӑнасене чӗннӗ. Хаклӑ хӑнасем хушшинче ЧНК президенчӗ Г.Н. Архипов, УОЧНКА ертӳҫи В.И. Сваев, “Чaнлӑ районӗ” муниципаллӑ пӗрлешӳ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Н.А. Князькин, УОЧНКА филиалӗн ертӳҫи В.Н. Игнатьева-Тарават, поэт тата композитор, районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, пултарулӑх ушкӑнӗн ертӳҫисем, чӑваш ҫыравҫисем – РФ Писательсен союзӗн членӗсем Анатолий Юманпа Анатолий Чебанов. Анат Тимӗрҫенти музей директорӗ В.В. Андрихова Ваҫҫа Аниҫҫи пултарулӑхне кӑтартса паракан стендсемпе, кӗнеке куравӗпе, ҫамрӑк алӑстисен тӗрӗ-эрешӗпе паллаштарчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2021 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -14 - -16 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |