Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ваҫҫа Аниҫҫи – халӑх асӗнче

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.01.2008 11:23 | 1942 хут пӑхнӑ

2007 ҫул вӗҫӗнче Чaнлӑ районӗнчи Анат Тимӗрҫенти вӑтам шкулта чӑвашсен пирвайхи хӗрарӑм поэчӗ Ваҫҫа Аниҫҫи ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа конференци иртрӗ.

Ваҫҫа Аниҫҫи ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ. Ентешӗсем ӑна ҫывӑха хурса асра тытса пурӑннине палӑртма питех те кӑмӑллӑ.

Уява хатӗрленекенсем аякри тата ҫывӑх хӑнасене чӗннӗ. Хаклӑ хӑнасем хушшинче ЧНК президенчӗ Г.Н. Архипов, УОЧНКА ертӳҫи В.И. Сваев, “Чaнлӑ районӗ” муниципаллӑ пӗрлешӳ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Н.А. Князькин, УОЧНКА филиалӗн ертӳҫи В.Н. Игнатьева-Тарават, поэт тата композитор, районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, пултарулӑх ушкӑнӗн ертӳҫисем, чӑваш ҫыравҫисем – РФ Писательсен союзӗн членӗсем Анатолий Юманпа Анатолий Чебанов. Анат Тимӗрҫенти музей директорӗ В.В. Андрихова Ваҫҫа Аниҫҫи пултарулӑхне кӑтартса паракан стендсемпе, кӗнеке куравӗпе, ҫамрӑк алӑстисен тӗрӗ-эрешӗпе паллаштарчӗ. Малтанах сӑмах Н.А. Князькин илчӗ.

— Чaнлӑ ҫӗрӗ паллӑ ҫынсемпе пуян. Ҫав шутрах Анат Тимӗрҫен ялӗ те. Ваҫҫа Аниҫҫи - чӑвашсен пирвайхи хӗрарӑм поэчӗ — Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши поэтсемпе пӗр вӑхӑтра ӳссе ҫитӗннӗ. Ку пирӗн истори, ҫавӑнпа малтанхи ятсем пирӗншӗн хаклӑ.

ЧНК президенчӗ шкула чӑваш писателӗсен ҫӗнӗ кӗнекисене, вӗренӳ пособийӗсем парнелерӗ.

Анатолий Юман Ваҫҫа Аниҫҫи епле “тупӑнни” ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вӑл чӑваш поэзин пӗрремӗш чӗкеҫӗпе таччӑн ҫыхӑнса ӗҫленӗ, ҫыру ҫӳретнӗ. Вӑл Ваҫҫа Аниҫҫин кӗнекине кӗмен сӑввисене, ӑна халалланӑ “Чӗкеҫ” ятлӑ сӑвва вуларӗ.

Анатолий Чебанов драматург тата поэт Ваҫҫа Аниҫҫине халалланӑ поэмӑна вӗҫлени ҫинчен пӗлтерчӗ, унӑн пӗр сыпӑкне вуласа пачӗ.

Валентина Игнатьева (Тарават) Ваҫҫа Аниҫҫин “Ялта” сӑвви асра юлни пирки каларӗ, уява килнисене хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекисене, шкула “Тӑван Атӑл” журналӑн ҫулталӑкри пуххине парнелерӗ.

УОЧНКА председателӗ В.И. Сваев облаҫра чӑвашлӑх юхӑмӗ епле аталанса пынипе паллаштарчӗ, ҫитес ҫулхи уявсене палӑртасси ҫинче чарӑнса тӑчӗ, паянхи ҫыравҫӑсене тивӗҫлипе пулӑшайманнишӗн пӑшӑрханнине пӗлтерчӗ.

Конференцире ҫаплах вӗрентӳ специалисчӗсем В.А. Архипова (Ульяновск) тата Н.П. Нагорнова (Чaнлӑ районӗ) тухса калаҫрӗҫ. Тӗлпулу шкул ачисем йӗркеленӗ литературӑпа музыка композицийӗпе вӗҫленчӗ.

Юлашкинчен конференцие ирттерекенсен ячӗсене асӑнса хӑварас килет. Вӗсем ҫаксем: шкул ертӳҫи Ю. А. Аппанов, чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем – З.В. Куракова, С.В. Телеева, Н.Н. Карасёва, Е.В. Базарнова, З. Л. Мугильтянова, директор ҫумӗ Г.Е. Алжикова, вырӑнти таврапӗлӳҫӗ И. М. Кирпичников тата музей пуҫлӑхӗ В.В. Андрихова.

 

Анатолий ЕРМИЛОВ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Чӗмпӗр Енри «Канаш» хаҫачӗ

#мероприятисем, #Анат Тимӗрҫен, #Чанлӑ районӗ, #Чӗмпӗр, #ЧНК

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем