Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.0 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗ

Культура

Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулленех тӗрлӗ конкурс, смотр тата фестиваль чылай иртет. Культура ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пынине халалласа раштавӑн 13-мӗшӗнче районти Культура керменӗнче «Иксӗлми Чутай ҫӑлкуҫӗсем» фольклор фестивалӗ пулса иртрӗ. Фестивале хутшӑнакансем Чутай халӑхӗн ӗлӗкхи юрри-ташшипе куракансем умне тухрӗҫ. Фольклор уявне районта тӑххӑрмӗш хут ирттереҫҫӗ, кӑҫал та районти пур ял тӑрӑхӗнчи артистсем те хаваспах хӑйсен пултарулӑхӗпе халӑха савӑнтарчӗҫ.

Кашни ял тӑрӑхӗнче фольклор ушкӑнӗ чӑмӑртаннӑ, вӗсем ҫулленех районта иртекен пур мероприятие те хастар хутшӑнаҫҫӗ: «Шупуҫ» (Кив Атикасси ял тӑрӑхӗ), «Шанчӑк» (районти ветерансен коллективӗ), «Сӑр таппи» (Пантьӑк ял тӑрӑхӗ), «Хӑнатар» (Тралькасси ял тӑрӑхӗ), «Ҫартмас» (Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗ), «Этмен» (Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗ), «Айхол» (Атнар ял тӑрӑхӗ), «Хӑмӑш» (Питӗркасси ял тӑрӑхӗ), «Урпаш» (Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗ), «Артанас» (Акчикасси ял тӑрӑхӗ), «Шокӑль» (культурӑпа кану центрӗ) тата «Шуҫӑм» (Штанаш ял тӑрӑхӗ).

Жюри пайташӗсем — районти культура пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов, Хӗрлӗ Чутайри ачасен ӳнер шкулӗн преподавателӗ Валентина Грачева, райадминистрацин культурӑпа, спорт тата архив уйрӑмӗн тӗп специалист-эксперчӗ Алина Михуткина — фестивале хутшӑннӑ пур ушкӑна та диплом парса чысларӗҫ.

Малалла...

 

Культура Концерт саманчӗ
Концерт саманчӗ

Республика кунне халалласа иртнӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале Чӑваш Ене тӗрлӗ ҫӗршывран пултарулӑх ушкӑнӗсем чылай килнӗ. Вӗсем хушшинче — Италири «Про Локо Самугео» ансамбль те. Республикӑн тӗп хулинче иртнӗ фестивале хутшӑннипе пӗрлех Итали артисчӗсем тӗрлӗ районта хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, ҫав шутра — Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче те.

Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче асӑннӑ фольклор коллективӗ хӑнасене хапӑл Хӗрлӗ Чутай ҫӗрне ҫитнӗ, Етӗрнепе Чутай чиккинче вӗсене райадминистрацин культура пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Самсонов кӗтсе илнӗ. Чи малтанах Итали артисчӗсем Сӗнтӗкҫырминчи Культура ҫуртӗнче Сардини ташшисемпе паллаштарнӑ. Курма пухӑннӑ халӑх ют ҫӗршыв артисчӗсен пултарулӑхӗпе кӑмӑллӑ юлнӑ. Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Любовь Кузнецова вара италиансене тав тунӑ май асӑнмалӑх ҫӑпата тата наци тумтирне парнеленӗ.

Унтан фольклор ушкӑнӗ «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» халӑх музейӗнче пулса курнӑ. Каҫхи ултӑ сехетре вара «Про Локо Самугео» фольклор ушкӑнӗ Хӗрлӗ Чутайри Культурӑпа кану центрӗ умӗнче пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ.

Малалла...

 

Никӗс янӑ самант
Никӗс янӑ самант

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗнтӗркасси культура ҫурчӗ умӗнче Пӑкачав вӑрҫи вӑхӑтӗнче чапа тухнӑ Некей паттӑра халалланӑ палӑка хатӗрлеме пуҫланӑ.

Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсемпе депутачӗсем виҫӗ кун тӑрӑшрӗҫ — малтанхи кун хӑрнӑ улмуҫҫисене касрӗҫ, тымарӗсене кӑкларӗҫ, кайран вара никӗс ярса палӑка вырнаҫтармалли тӗпе кирпӗчрен купаларӗҫ. Халӗ ӗнтӗ палӑка вырнаҫтармалли ҫеҫ юлать.

 

НекейПӑкачав вӑрҫи вӑхӑтӗнче чапа тухнӑ чӑваш. 1774 ҫулта вӑл Пӑкачавпа пӗрле Кӑрмӑш хулине илме хутшӑннӑ. Ун хыҫҫӑн, Пӑкачав Улатӑр енне кайсан, чӑвашсене ҫӗклес тӗлӗшпе чӑваш ҫӗрне таврӑнать. Хусантан ҫитнӗ ҫар Кӑрмӑша ярса илсе унӑн тусӗсене тыткӑна илнине пӗлсен вӑл хулана ҫитет, юлташӗсене ҫӑлать. Хулара ҫирӗпленеймен хыҫҫӑн Сӑр хӗррине куҫаҫҫӗ. Некей малалла та вӗсене хирӗҫ янӑ вырӑс салтакӗсене хирӗҫ хастар кӗрӗшет, ҫарсене пысӑк шар кӑтартать.

Малалла...

 

Шифер сӳтеҫҫӗ
Шифер сӳтеҫҫӗ

Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем ҫуллахи вӑхӑтра ахаль лармаҫҫӗ — вулавӑшсене, культура ҫурчӗсене юсаҫҫӗ, ҫӗнетеҫҫӗ. Нумай пулмасть Якунекассинчи вулавӑш умӗнче карта тытса тухрӗҫ, керамика плитисенчен тротуар сарчӗҫ, тӑррине тата чӳречисене сӑрласа тухрӗҫ. Халӗ вара черетпе Иккӗмӗш Хурамашри культура ҫуртне тирпей кӳме тытӑнчӗҫ — стенисемпе чӳречисене сӑрлама та ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ. Ҫурт тӑрринчи шифер тахҫанхиех, ҫавӑнпа ӑна та хальхи вӑхӑтра анлӑ усӑ куракан профнастилпа улӑштарасшӑн.

Ку ӗҫре вӗсене ялти ҫамрӑксем те пулӑшаҫҫӗ — культура ҫурчӗ ытларах вӗсене кирлӗ-ҫке.

 

Сӑнӳкерчӗксем

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.01.2021 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ытлашши хăвăра шанмалла мар, сирĕн валли хатĕрлемен капкăна çăмăллăнах лекме пултаратăр. Эрнен иккĕмĕш çурринче çынсене чуна уçма ан васкăр – вĕсем шанчăклах пулманни сире те иккĕлентерет.

Кӑрлач, 27

1891
130
Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1900
121
Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1906
115
Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1925
96
Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1939
82
Илепер Григорий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Маншӑн ҫавах
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org