Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Некей палӑкӗ пулатех

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.08.2011 12:08 | 2021 хут пӑхнӑ
Никӗс янӑ самант
Никӗс янӑ самант

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗнтӗркасси культура ҫурчӗ умӗнче Пӑкачав вӑрҫи вӑхӑтӗнче чапа тухнӑ Некей паттӑра халалланӑ палӑка хатӗрлеме пуҫланӑ.

Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсемпе депутачӗсем виҫӗ кун тӑрӑшрӗҫ — малтанхи кун хӑрнӑ улмуҫҫисене касрӗҫ, тымарӗсене кӑкларӗҫ, кайран вара никӗс ярса палӑка вырнаҫтармалли тӗпе кирпӗчрен купаларӗҫ. Халӗ ӗнтӗ палӑка вырнаҫтармалли ҫеҫ юлать.

 

НекейПӑкачав вӑрҫи вӑхӑтӗнче чапа тухнӑ чӑваш. 1774 ҫулта вӑл Пӑкачавпа пӗрле Кӑрмӑш хулине илме хутшӑннӑ. Ун хыҫҫӑн, Пӑкачав Улатӑр енне кайсан, чӑвашсене ҫӗклес тӗлӗшпе чӑваш ҫӗрне таврӑнать. Хусантан ҫитнӗ ҫар Кӑрмӑша ярса илсе унӑн тусӗсене тыткӑна илнине пӗлсен вӑл хулана ҫитет, юлташӗсене ҫӑлать. Хулара ҫирӗпленеймен хыҫҫӑн Сӑр хӗррине куҫаҫҫӗ. Некей малалла та вӗсене хирӗҫ янӑ вырӑс салтакӗсене хирӗҫ хастар кӗрӗшет, ҫарсене пысӑк шар кӑтартать. Некей ҫав ҫулах патша ҫарне лекет, ӑна асаплантарса вӗлереҫҫӗ.

#Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Сӗнтӗркасси, #палӑксем, #Хурашаш

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем