Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.0 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Теччӗ

Культура

Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Иван Яковлев ҫамрӑксен чӗринче» документлӑ фильма хӑтлӗҫ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 16 сехетре пуҫланӗ.

Фильма ӳкерессипе «Чӑвашкино» патшалӑхӑн киностудийӗ тата электрон документацийӗн архивӗ» хысна учрежденийӗ нумай ҫине тӑчӗ. «И.Я. Яковлев чӑваш халӑх чӗринче» республикӑри мероприятисен ярӑмне (ӑна Чӑваш Енӗн Культура министерстви хатӗрленӗ) пӑхӑнса ирттернӗ ӗҫ пулчӗ вӑл.

Фильма кӑҫалхи ака-авӑн уйӑхӗсенче ӳкернӗ. Ҫавна май Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинче, Чӗмпӗр, Мускав, Шупашкар хулисенче, Шупашкар тата Елчӗк районӗсене ҫитнӗ.

Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ ҫын ҫинчен, сӑмах май, халиччен чӑвашла документлӑ фильм ӳкермен-ха.

 

Кивӗ Эйпеҫ шкулӗнчи доклад
Кивӗ Эйпеҫ шкулӗнчи доклад

Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ тӗп шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Федорова И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 168 ҫул ҫитнине халалласа патриархӑмӑр пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен доклад тунӑ.

И.Я. Яковлев 1848-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тутар Республикин Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗчӗклех тӑлӑха тӑрса юлнӑ. Пахомовсен усрав ачи пулса ӳснӗ. Сакӑр ҫула ҫитнӗ-ҫитменех лашапа ака-суха тунӑ, ҫурлапа тырӑ вырнӑ, ҫӑпата та хуҫнӑ. Хресчен ӗҫӗ мӗн тери йывӑр, ҫав вӑхӑтрах пархатарлӑ пулнине чӗрипе туйса ҫитӗннӗ. Вӗреннӗ ҫын кӑна пурнӑҫа ҫӑмӑллатасса лайӑх ӑнланнӑ вӑл. Чӗмпӗрти гимназире, Хусанти университетра ӑс пухать. Ырми-канми вӑй хунипе 1868 ҫулта Чӑваш шкулӗ уҫӑлать. Ҫак шкултан ӗнтӗ чӑвашсен пулас вӗрентекенӗсем, ҫыравҫисем, культурӑпа искусство ҫыннисем ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ.

Ҫакна тата ыттипе паллаштарнӑ ӳркенмен учитель хӑйӗн докладӗнче.

 

Кӳршӗре

Пушӑн 26-мӗшӗнче Чӗмпӗрти квалификацие ӳстермелли институтра Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Ҫентерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ вӗренӳ проекчӗсен инноваци куравӗн ярмӑркки иртнӗ. Унта Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑннӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗн ҫумӗ Наталья Яхатина палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен делегацийӗ чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсемпе иртнӗ ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ, институт ректорӗсемпе тӗл пулнӑ.

Чӑвашла тата вырӑсла кӗнекесен экспозицийӗ чылайӑшне илӗртнӗ. Вӗрентекенсем Чӑваш кӗнеке издательствин ҫӗнӗ продукцийӗпе хаваспах паллашнӑ. Уйрӑмах К.Ивановӑн «Нарспи» кӗнекине килӗштернӗ.

Кун пек ярмӑрккӑна ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта Хусанти, Чуллӑ ҫырти, Теччӗри вӗренӳ организацийӗсен элчисем те хутшӑннӑ.

 

Милана Ильдуганова
Милана Ильдуганова

Ӗнер, юпан 26-мӗшӗнче, Хусанти Тутарсен культура центрӗнче «Тутарстан чӑваш пики-2011» конкурс иртрӗ. Ҫак илемпе тавҫӑрулӑх ӑмӑртӑвне пурӗ 11 пике хутшӑнчӗ — Тутарстанӑн тӗрлӗ енчи кӗтесӗсенчен, тӑрӑхӗсенчен.

Кашни пике хӑйне пур енчен те кӑтартма тӑрӑшрӗ — малти вырӑна тухас тесе ӑнтӑлчӗ. Пурте илемлӗ, пурте маттур, анчах тем тесен те пӗрремӗш вырӑнӗ пӗрре кӑна. Ҫавӑнпах пулӗ пахалавҫӑсем те чылайччен канашласа ларчӗҫ, тивӗҫлине суйларӗҫ.

Вӗсен пӗтӗмлетӗвне пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ:

• «Сувар» пики — Татьяна Батырова (Элмет районӗ)

• 1-мӗш вице-мисс — Ирина Морозкина (Теччӗ хули);

• 2-мӗш вице-мисс — Марина Сапожникова (Нурлат хули);

Чӑваш пики-2011 — Милана Ильдуганова (Алексеевки районӗ).

 

Мӗнех, тепӗр уйӑхра Миланӑн Шупашкара килме тивӗ — кунта унӑн «Раҫҫей чӑваш пики» ӑмартура Тутарстан тӑрӑхне тивӗҫлӗ кӑртармалла пулӗ.

Малалла...

 

Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта вӗренекенсем утӑ уйӑхӗнче Тутар Республикинчи Пӑлхар хулинче пулса курнӑ. Географипе вӗрентекен Л.И.Петрикова ачасене авалхи чӑваш хули ҫинчен уроксенче пӗрре кӑна мар каласа панӑ. Ҫапах та куҫпа курни ӑсра тарӑнрах упранать, ҫавӑнпа ӗнтӗ кану тапхӑрӗнче мӑн пӗлӳпе кӑсӑкланакансен ӗлӗкхи саманари пӑлхар шӗкӗр хулине ҫитсе курас ӗмӗте пурнӑҫлама мел пулчӗ. Шкул ачисем автобуспа Теччӗ хулине ҫитрӗҫ. Кунта чӑвашсен аслӑ сӑвӑҫӗ Ҫеҫпӗл Мишши учительсен семинаринче вӗреннӗ. Теччӗре педагогика училищин музейӗнче Ҫеҫпӗл Мишши кӗтесӗ пур. Анчах кунта нумай вӑхӑт чарӑнма май килмерӗ. Атӑл ҫыранӗнче ҫӗр каҫма тӳр килчӗ ачасене. Кӑвайт чӗртсе апатланчӗҫ. Ирхине малалла ҫула тухрӗҫ.

Хула кун-ҫулӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн хыҫҫӑн кӑвак тӳпе айӗнче вырнаҫнӑ архитектура палӑкӗсемпе паллаш кӑмӑл турӗҫ элӗксем. Юлашкинчен Хура палата текен вырӑна ҫитсе курчӗҫ. Ачасем ҫулҫӳреврен сӑн ӳкерчӗкӗсем, кӗнекесем, суренирсем илсе таврӑнчӗҫ. Ҫак экскурсири чи хакли — ачасен ҫамрӑк чунсенче, ӑс-тӑнӗсенче яланлӑхах авалхи асамлӑхсем, тӗлӗнтермӗшсем упранса юлӗҫ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.08.2020 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăр ĕçсене çак эрнене планлăр. Кăтарту эсир кĕтнинчен те лайăхрах пулĕ. Халĕ паллашнă çынсемпе хĕрÿ туйăмсем çуралма пултарĕç. Тавралла пăхăр! Диетăна пăхăнакан Сурăхсене хăйсене чарма йывăр пулĕ.

Ҫурла, 14

1914
106
Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1947
73
Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ.
2009
11
Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Маншӑн ҫавах
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org