Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сӑрҫи

Ҫутҫанталӑк

«Сӑрҫи» заповедникре вӑрмансенче пушар тухнине пӗлтерекен видеокамера лартма тытӑннӑ. Кунашкалли, «Вӑрманти дозор», унччен Чӑваш Енре пулман.

Камера 360 градус таран ҫаврӑнма пултарать. Ӑна вышка ҫине лартаҫҫӗ, карас телефонӗн ҫыхӑнӑвӗпе усӑ кураҫҫӗ. Сӑнӳкерчӗк компанин серверӗ ҫине килет. Унтан информаци заповедникӑн оператор компьютерӗ ҫине ҫитет. Ятарлӑ программа пушар ӑҫта тухнине палӑртма май парать. Ҫапла майпа пушар ӑҫта тухнине 20–30 минутра тупса палӑртаҫҫӗ.

Кунашкал камерӑсене Раҫҫейре 2010 ҫулта алхаснӑ пушарсем хыҫҫӑн вырнаҫтарма тытӑннӑ. Кун хыҫҫӑн та «Сӑрҫи» заповедникре 5–7 вырӑнта тухнӑ ҫулӑма сӳнтерме тивнӗ. Чулхула облаҫӗнче 50 ытла кунашкал камера вырнаҫтарнӑ. Мари Элте, Чӗмпӗр облаҫӗнче те ку енӗпе ӗҫлеҫҫӗ

 

Апат-ҫимӗҫ

Шупашкарти пӗр лавккара наркӑмӑшлӑ эрешменлӗ гранатпа киви сутнӑ. Ҫакна лавккаран гранат туяннӑ хӗрарӑм асӑрханӑ.

Нарӑсӑн 1-мӗшӗнче пулнӑ ку. Хӗрарӑм граната ҫума тӑнӑ, кӗтмен ҫӗртен унтан пӗчӗк эрешмен тухса ӳкнӗ. Ҫак хӗрарӑмӑн ашшӗ — биолог. Вӑл эрешмене пӗлӗшне, ку енӗпе ӗҫлекенскере, тӗпчеме панӑ.

«Сӑрҫи» заповедникӑн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталья Борисова ку хейракантиум Мильде эрешмен ами пулнине ҫирӗплетнӗ. Кунашкаллисем ӳссе ҫитсен 1 сантиметр пысӑкӑш пулаҫҫӗ.

Сӑмах май, ку эрешмен Кӑнтӑр Европӑран тухнӑ. Темиҫе теҫетке ҫулта вӑл Тӗп тата Ҫурҫӗр Европӑри чылай ҫӗршыва ҫитнӗ. Вӑл питӗ наркӑмӑшлӑ, ку эрешмен ҫыртни пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре хир сыснисем Африка мурӗпе вилнине сайтра пӗлтернӗччӗ. ЧР Правительстви мура пӗтерес тӗлӗшпе 687 пин тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Михаил Игнатьев кун пирки алӑ пуснине ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Ку укҫа-тенке Улатӑр район администрацийӗн хыснинчен уйӑрӗҫ.

Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Сӑрҫи» заповедникре 1,5 ҫулти икӗ хир сыснин тата виҫӗ ҫуран виллисене тупнӑ. Лабораторире тӗпченӗ хыҫҫӑн вӗсем Африка мурне пула вилни паллӑ. Халӗ республикӑра карантин.

 

Ҫутҫанталӑк
Хир сыснине тытма юрамасть
Хир сыснине тытма юрамасть

Чӑваш Енри вӑрмансенче Африка мурӗнчен вилнӗ хир сыснисен виллисене тупнине пула ҫак чӗрчунсене сунарҫӑсен те тытма юрамӗ.

Ку чару Улатӑрпа Пӑрачкав районӗсене пырса тивет. Хушӑва Чӑваш Енӗн праивтельстви шайӗнчех хатӗрленӗ. Ӗҫлӗ хута ЧР Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин ӗнер алӑ пуснӑ.

Аса илтеретпӗр, пилӗк чӗрчуна «Сӑрҫи» заповедникре асӑрханӑ. Хир сыснисен виллисене ҫунтарса янӑ, виҫӗ метр тарӑнӑшне пытарнӑ.

Инфекци радиусне палӑртнӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш зонӑна Улатӑр районӗнчи Березовая Поляна тата Сӑрҫи Майданӗ, Пӑрачкав районӗнчи Любимовка, Сыреҫ ялӗсем кӗнӗ. Иккӗмӗш зонӑра — Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсем, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисем.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри вӑрмансенче Африка мурӗнчен вилнӗ хир сыснисен виллисене тупнӑ. Пилӗк чӗрчуна «Сӑрҫи» заповедникре асӑрханӑ. Вӗсем мӗне пула вилнине ветеринарсем тӳрех чухланӑ-ха. Лаборатори тӗпчевӗ вара иккӗленӗве ҫирӗплетнӗ.

Хир сыснисен виллисене ҫунтарса янӑ, виҫӗ метр тарӑнӑшне пытарнӑ. Халӗ инфекци ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Инфекци радиусне палӑртнӑ: 30 метр. Пӗрремӗш зонӑна Улатӑр районӗнчи Березовая Поляна тата Сӑрҫи Майданӗ ялсем, Пӑрачкав районӗнчи ялсем кӗнӗ.

Иккӗмӗш зонӑра — Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсем, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисем лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38375
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.12.2019 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылай Сурăхшăн ку эрне ăнăçлă пулĕ. Хăвăрăн яваплăха, профессионаллăха кăтартма май килĕ. Ку интереслĕ тапхăр: Сурăхсем вĕсенчен мĕн кĕтнине туяççĕ, тĕрĕс йышăнусем тăваççĕ. Канмалли кунсенче ывăннине туятăр, пĕчченлĕхре пулас килĕ. Ытларах канма тăрăшăр, ĕçĕрсене шанчăклă партнера парăр.

Раштав, 15

1905
114
Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1973
46
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Маншӑн ҫавах
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org