Хӑш-пӗр ялта юлашки вӑхӑтра ӗне-выльӑх кӑна мар, хур-кӑвакал тытакан та сахалланчӗ. «Кил картине варалаҫҫӗ, ҫӑмартине лавккаран та туянма пулать», — тесе хамӑн кӳршӗмсем те темиҫе ҫул каяллах ӗнтӗ чӑх-чӗп усрама пӑрахрӗҫ.
Элӗк районӗнчи Шӗмшешре унчченхиллех «пӗве хур-кӑвакалпа тулать, яра куна килти кайӑк-кӗшӗк сасси йӗри-тавралла саланать». Шӗмшеш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем хур-кӑвакал йышлӑ усранине асӑннӑ районти хаҫатра ҫырса пӗлтернӗ. «Пӗрисем ҫуркунне ҫитсенех сутӑн илсе ӳстереҫҫӗ пулсан, теприсем ҫулталӑкӗпех тытаҫҫӗ», — асӑрханӑ район хаҫачӗн ӗҫченӗсем.
Шӗмшешри Владимир Трофимов хуҫалӑхӗнче темиҫе ҫулах хур усраҫҫӗ иккен, чӗпписене те килте кӑлараҫҫӗ. Сурӑмпуҫ шӗмшешсем вара инди кӑвакалӗсене кӑмӑллаҫҫӗ. Геннадий Афанасьевӑн, Сергей Кирилловӑн, Анатолий Афанасьевӑн, Лазер Тихоновӑн, Валентина Орендееван, Иван Павловӑн хуҫалӑхӗсенче те чӗп кӑлараҫҫӗ.
Крымзарайкӑ ял тӑрӑхӗнче ҫӗрулми кӑларас ӗҫ хӗрӳ пырать. Унччен «Родина» ЯХПК (вӑл арканнӑ) уйӗсем пулнӑ ҫӗрсенче иккӗмӗш ҫӑкӑра «Сельхозпродукты Чувашии» ТМЯО лартать (ҫавӑн пекех — купӑста та). Паянхи кун ял хуҫалӑх предприятийӗнче ҫӗрулмие кӑларса пуҫтараҫҫӗ. Ку ӗҫре вырӑнти халӑх хастар пулӑшать — Шуркасси, Лупашка, Сурӑмпуҫ Мучикасси, Хорнсор Ҫармӑҫ, Сурӑмварри, Сурӑмпуҫ Шӗмшеш, Утаркасси, Чартак, Элекушкӑнь ялсен халӑхӗ тӑрӑшса ӗҫлет.
Элӗк районне илес пулсан паянхи кун тӗлне кунта ҫӗрулмие 349 гектарта пуҫтарма ӗлкӗрнӗ. Пурӗ хальлӗхе 6 980 тонна кӑларнӑ, тухӑҫлӑх — 200 ц/га.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2021 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |