Хӑш-пӗр ялта юлашки вӑхӑтра ӗне-выльӑх кӑна мар, хур-кӑвакал тытакан та сахалланчӗ. «Кил картине варалаҫҫӗ, ҫӑмартине лавккаран та туянма пулать», — тесе хамӑн кӳршӗмсем те темиҫе ҫул каяллах ӗнтӗ чӑх-чӗп усрама пӑрахрӗҫ.
Элӗк районӗнчи Шӗмшешре унчченхиллех «пӗве хур-кӑвакалпа тулать, яра куна килти кайӑк-кӗшӗк сасси йӗри-тавралла саланать». Шӗмшеш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем хур-кӑвакал йышлӑ усранине асӑннӑ районти хаҫатра ҫырса пӗлтернӗ. «Пӗрисем ҫуркунне ҫитсенех сутӑн илсе ӳстереҫҫӗ пулсан, теприсем ҫулталӑкӗпех тытаҫҫӗ», — асӑрханӑ район хаҫачӗн ӗҫченӗсем.
Шӗмшешри Владимир Трофимов хуҫалӑхӗнче темиҫе ҫулах хур усраҫҫӗ иккен, чӗпписене те килте кӑлараҫҫӗ. Сурӑмпуҫ шӗмшешсем вара инди кӑвакалӗсене кӑмӑллаҫҫӗ. Геннадий Афанасьевӑн, Сергей Кирилловӑн, Анатолий Афанасьевӑн, Лазер Тихоновӑн, Валентина Орендееван, Иван Павловӑн хуҫалӑхӗсенче те чӗп кӑлараҫҫӗ.