Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: София

Спорт
Анастасия Мамлинӑна Сурдлимпиадӑран кӗтсе илнӗ самант.
Анастасия Мамлинӑна Сурдлимпиадӑран кӗтсе илнӗ самант.

Раҫҫейри Сурдлимпиада комитечӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева саламлӑ тав ҫырӑвӗ ярса панӑ, унта Элтепере Анастасия Мамлина 23-мӗш ҫуллахи Сурдлимп вӑййисенче медаль ҫӗнсе илнӗ ятпа ырӑ сӑмахсем ҫырнӑ. Кун пирки ӗнер Спорт министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.

Аса илтеретпӗр: япӑх илтекен тата пачах илтмен спортсменсен тӑватӑ ҫулта пӗрре иртекен ӑмӑртӑвӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 18-30-мӗшӗсенче Турцири Самсун хулинче пулнӑччӗ. Унта 85 патшалӑхран 2627 спортсмен хутшӑннӑччӗ.

«Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди 199 медаль ҫӗнсе илчӗ. Пирӗн спортсменсен ҫӗнтерӗвӗнче сирӗн спортсменкӑн Анастасия Мамлинӑн тӳпи те пысӑк. Вӑл сӑнӑ ывӑтса бронза медале тивӗҫрӗ», — палӑртнӑ Раҫҫейри Сурдлимпиада комитечӗн президенчӗ Александр Романцев хӑйӗн тав ҫырӑвӗнче.

Палӑртса хӑварар: Шупашкарти спортпа адаптаци шкулӗн вӗренекенӗ хальхинче кӑна мар, иртнӗ Сурдлимп вӑййисенче те палӑрнӑ. Болгарири София хулинче вӑл йӗтре тӗртсе — 5-мӗш, сӑнӑ ывӑтса 8-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хальхинче вара Настя сӑнна 45 метр та 68 сантиметра ывӑтса «бронзӑллӑ» пулчӗ.

 

Хӗпӗртет-ҫке чун ентешсен кулленхи спортри ҫитӗнӗвӗсене сӑнаса пынӑ май. Сывлӑх енчен кӑшт хавшанисем те старта хастаррӑн тухаҫҫӗ. Тухаҫҫӗ кӑна мар, ҫӗнтерӳҫӗ ятне те тивӗҫеҫҫӗ.

Болгари ҫӗршывӗн София хулинче XXII ҫуллахи Сурдлимп вӑййисенче Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне кӗнӗ пирӗн ентешсем паян та спорт аренинче ӑмӑртаҫҫӗ. Ӗнер, утӑн 3-мӗшӗнче, тӑршшӗне сикессипе юлашки тапхӑр ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта вара пьедисталӑн икӗ ҫӳллӗ картлашки ҫине хӑпарма Раҫҫей чысне хӳтӗлекен икӗ спортсмен тивӗҫнӗ. «Ылтӑна» 7 метр 55 миллиметр кӑтартупа Сергей Тимонин, кӗмӗл медалӗ вара пирӗн ентеш, республикӑри ҫӑмӑл атлетика шкулӗн вӗренекенӗ Иван Пакин (тренерӗ — Светлана Морозова) ҫӗнсе илнӗ, ун кӑтартӑвӗ — 7 м 35 см. Иван Пакиншӑн ку пӗрремӗш сурдлимп медалӗ. Кӑнтӑрла вӑлах виҫҫӗлле сикессипе тӑваттӑмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ҫитес кунсенче пирӗн ентешӗн арҫынсен эстафета ушкӑнӗнче 4х100 метр дистанцине чупса тухмалла пулать.

Иван Пакина «кӗмӗл» ҫӗнсе илнӗ ятпа саламлатпӑр, малашлӑхра та ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу, чӑтӑмлӑх, вӑй-хал сунатпӑр.

 

Андрей Андреев
Андрей Андреев

Кӗркуннехи евӗр ҫанталӑка пӑхмасӑр пирӗн ентешсем куллен тенӗ пек ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче иртекен ӑмӑртусене хутшӑнаҫҫӗ. Япӑх илтекен спортменсем те республика чысне хӳтелеме старта тухма васкаҫҫӗ.

Утӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 4-мӗшччен Болгари ҫӗршывӗн София хулинче XXII ҫуллахи Сурдлимп вӑййисем иртеҫҫӗ. Ӗнер, утӑн 31-мӗшӗнче пирӗн ентеш — тава тивӗҫлӗ мастер спорчӗ, 2008 ҫулта 800 метр дистанцире Сурдлимп вӑййисен кӗмӗл призёрӗ, 2012 ҫулхи 800 метр дистанцире Тӗнче Чемпионатӑн призёрӗ Андрей Андреев 1 500 метр дистанцире (3:58.0) юлашки чупура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Пьедисталӑн пӗрремӗшпе иккемӗш картлашкине вара Кени спортсменкисем йышӑннӑ.

Пӗлме: XXII ҫуллахи Сурдлимп вӑййинче Раҫҫей чысне 321 спортмен хӳтелет, пӗтемӗшлӗ ӑмӑртусенче 3 000 яхӑн ҫын хутшӑнать.

 

Ҫӗртмен 20–23-мӗшӗсенче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта ҫӑмӑл атлетикӑпа япӑх илтекен спортменсем хушшинче чемпионат иртнӗ.

Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ҫӗнтерӳҫесем Болгари ҫӗршывӗн София хулинче иртекен XXII ҫуллахи Сурдлимп вӑййине хутшӑнӗҫ. Пирӗн 3 ентеш те — Анастасия Мамлина, Иван Пакин тата Андрей Андреев — иртнӗ кунсенчи ӑмӑрту пӗтӗмлетӗве тӑрӑх унта кайма ҫул уҫнӑ. Мамлина, Пакин, Андреев — олимп резервӗ йышне кӗрекен 1-мӗш ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн вӗренекенӗсем.

Шупашкарта иртекен ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне пурӗ Раҫҫейри 247 вӑйлӑ спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче хастарлӑхпа палӑрма пултарнӑшӑн эпир хамӑр ентешсене чун-чӗререн саламлатпӑр!

 

Паян республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Болгари Республикин Раҫҫейри полномочиллӗ элчипе Бойко Коцевпа тӗл пулнӑ. Хӑна ӑна «Самар хӗресӗ» паллӑпа чысланӑ. Ӑна ҫӗршывсем хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарассишӗн ҫине тӑракан Болгари тата Раҫҫей ҫыннисене параҫҫӗ иккен. Наградӑна Болгарие османсенчен ирӗке кӑларнӑранпа 135 ҫул ҫитнӗ май кӑларнӑ.

Тӗлпулура енсем ӗҫлӗ ҫыхӑнусене аталантарссине сӳтсе явнӑ. Экономикӑпа туризма аталантарма Шупашкар тата София хуласене самолетпа ҫыхӑнтарас шанчӑк пур.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.11.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулӑхпа, психологипе е медицинӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫ сире социаллӑ статуса ӳстерме пулӑшӗ. Парӑмсемпе, кредитсемпе, налуксемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем татӑлӗҫ. Эсир укҫапа ҫыхӑннӑ ӗҫсене лайӑх пурнӑҫласа пыратӑр. Ҫутҫанталӑка тухни, шыв процедурисем, сывлӑха ҫирӗплетмелли массаж курсӗ тата спорт сывлӑха тата нерв тытӑмне лайӑх витӗм кӳрӗҫ.

Чӳк, 28

1927
98
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
87
Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ.
1954
71
Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă.
1966
59
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ.
1986
39
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1990
35
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть