Хӗпӗртет-ҫке чун ентешсен кулленхи спортри ҫитӗнӗвӗсене сӑнаса пынӑ май. Сывлӑх енчен кӑшт хавшанисем те старта хастаррӑн тухаҫҫӗ. Тухаҫҫӗ кӑна мар, ҫӗнтерӳҫӗ ятне те тивӗҫеҫҫӗ.
Болгари ҫӗршывӗн София хулинче XXII ҫуллахи Сурдлимп вӑййисенче Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне кӗнӗ пирӗн ентешсем паян та спорт аренинче ӑмӑртаҫҫӗ. Ӗнер, утӑн 3-мӗшӗнче, тӑршшӗне сикессипе юлашки тапхӑр ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта вара пьедисталӑн икӗ ҫӳллӗ картлашки ҫине хӑпарма Раҫҫей чысне хӳтӗлекен икӗ спортсмен тивӗҫнӗ. «Ылтӑна» 7 метр 55 миллиметр кӑтартупа Сергей Тимонин, кӗмӗл медалӗ вара пирӗн ентеш, республикӑри ҫӑмӑл атлетика шкулӗн вӗренекенӗ Иван Пакин (тренерӗ — Светлана Морозова) ҫӗнсе илнӗ, ун кӑтартӑвӗ — 7 м 35 см. Иван Пакиншӑн ку пӗрремӗш сурдлимп медалӗ. Кӑнтӑрла вӑлах виҫҫӗлле сикессипе тӑваттӑмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ҫитес кунсенче пирӗн ентешӗн арҫынсен эстафета ушкӑнӗнче 4х100 метр дистанцине чупса тухмалла пулать.
Иван Пакина «кӗмӗл» ҫӗнсе илнӗ ятпа саламлатпӑр, малашлӑхра та ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу, чӑтӑмлӑх, вӑй-хал сунатпӑр.