Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Приморье

Ҫул-йӗр
https://www.instagram.com/p/CM4xjJfLjzQ/ страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://www.instagram.com/p/CM4xjJfLjzQ/ страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Питӗр хулинчен Владивосток хулине чупса ҫитме палӑртакан чӑваш каччи, Максим Егоров, финиша ҫывхарать. Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫав хулана кайма тухнӑ каччӑ Приморье крайне ҫитнӗ. Апла пулсан Владивостока ҫитме тепӗр 550 километр юлать.

Аса илтерер: Элӗк районӗнчи Татмӑшра ҫуралнӑ, Питӗрте аэродромсемпе вертодромсене ҫутӑпа тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен организацире инженерта тӑрӑшакан каччӑ инҫе ҫула пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче тухнӑччӗ. Вӑл пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне Владивостока чупса ҫитме, унтан Токиори Олимпиадӑна ӗлкӗрме ӗмӗтленнӗччӗ. Эпир шухӑшланӑ пек пур чухне те пулса пымасть те, кӑшӑлвирус самани ӑна хытах кансӗрленӗ.

Владивостока каччӑ икӗ эрнере ҫитме пултарӗ. Анчах ӑна чӗркуҫҫи ыраткалани кӑштах кансӗрлет. Сӑмах май каласан, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче вӑл Байкал тӑрӑхӗнчен Чӑваш Ене килсе кайнӑ, кунта на пӗлӗшӗсем туя чӗннӗ. Максим ҫулта-йӗрте хайне пулӑшакансене тата хӑй ӗҫленӗ организацие тав тӑвать. Вӑл унтах шутланать, анчах административлӑ отпускра.

 

Экономика

Чӑваш Ен журналистсем чи пӗчӗк ӗҫ укҫи илекен виҫӗ регион шутне кӗнӗ. Кунта МИХра ӗҫлекенсем уйӑхсерен вӑтамран 20 пин тенкӗ илеҫҫӗ.

«HeadHunter» компани тата Раҫҫей журналистсен союзӗ Раҫҫейри регионсенчи журналистсен шалӑвне тишкернӗ. Чӑваш Енре, Сарту тата Вологда облаҫӗсенче ӗҫлесе пурӑнакан калем ӑстисен 20 пине яхӑн шалупа ҫырлахма тивет. Раҫҫейри вӑтам ҫак цифра вара 38,5 пин тенкӗпе танлашать.

Мускавра, Мускав облаҫӗнче, Приморье тӑрӑхӗнче 50 пине яхӑн илеҫҫӗ. Ку цифрӑна «Vtomske» портал пӗлтернӗ.

Сӑмах май, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн республикӑри хыснаҫӑсен шалӑвӗ ӳсессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен оклачӗсен, ставкисен виҫи 4,3 процент ӳстермелле.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.08.2021 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Канăçсăр эрне. Сирĕншĕн çĕнĕ тытăмра ăнăçу пулма пултарать. Уйрăмах – йĕркелÿ ĕçĕпе çыхăннисенче. Эрнен иккĕмĕш çурринче çынпа ытлах хутшăнмастăр, пĕчченлĕхре ĕçлетĕр.

Ҫурла, 05

1895
126
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1932
89
«Колхоз ялавӗ» (халӗ «Елчӗк Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1998
23
Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Маншӑн ҫавах
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Эпир Facebook-ра 1610+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org