Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Перекет банкӗ

Экономика

Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ЧР Арбитраж сучӗ Чӑлхапа трикотаж хапрӑкне панкрут тесе йышӑннӑ. Конкурс производствине 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗччен уҫнӑ. Конкурс управляющийӗ – Вячеслав Самсонов, вӑл уйӑхсерен 30 пин тенкӗ илсе тӑрӗ.

2017 ҫулхи ҫуркунне налук служби Арбитраж судӗнчен хапрӑка панкрут тесе йышӑнмашкӑн ыйтнӑ. Унӑн парӑмӗ 12 миллион та 653 пин тенке ҫитнӗ.

Халӗ Чӑлхапа трикотаж хапракӗнчен темиҫе организаципе ведомство парӑма татма ыйтать. Чи нумаййи «Перекет банкӗ» умӗнче пухӑннӑ: 239 миллион та 652 пин тенкӗ.

Сӑмах май, Чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗ – Владимир Ермолаевӑн.

 

Республикӑра

Транспортӑн пӗрлехи карттине Перекет банкӗнче онлайн майпа укҫа хума пӑрахтарни пирки унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Ҫак кунсенче сервис каллех ӗҫлеме тытӑннӑ. Малашне карточка ҫине электронлӑ енчӗк урлӑ та, Перекет банкӗнче онлайн майпа та укҫа хума май пулӗ.

Аса илтерер: кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче сервиса тест режимӗнче ӗҫлеттерме тытӑннӑ, анчах укҫа пур чухне те карточка ҫине куҫман. Халӗ ҫитменлӗхсене пӗтернине ӗнентереҫҫӗ, халӗ ку мелпе карточка хуҫисен 98,5 проценчӗ усӑ курать-мӗн.

Ҫапах укҫа тӳрех куҫмасан та пултарать, ҫак ӗҫ 48 сехет те пурнӑҫланать-мӗн. Харпӑр кабинетра укҫа куҫни карточкӑпа транспортра тӳлемесӗр те курӑнмасть-мӗн.

Онлайн майпа укҫа хунӑ чухне пӑтӑрмах сиксе тухрӗ тӗк 36-33-30 номерпе шӑнкӑравламалла е transkarta@bk.ru почта ҫине ҫыру ямалла.

 

Республикӑра

Транспортӑн пӗрлехи карттипе усӑ курма меллӗ те йӳнӗ, анчах унта укҫа хурас тесен кӑштах нерв пӗтермелле. Нумаях пулмасть укҫа-тенке Перекет банкӗ онлайн-мелӗпе хума май туса панӑ. Анчах хӑшӗ-пӗрин нухрачӗ карттӑ ҫине ҫитмен. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ.

Ку ҫитменлӗхе часах пӗтерме шантарнӑччӗ. Анчах карттӑ ҫине онлайн-мелпе укҫа хурассине ака уйӑхӗччен чарса лартнӑ.

Организацин техника директорӗ каланӑ тӑрӑх, программа йӗркеллех ӗҫлеменнине тупса палӑртнӑ, ҫавна май ӑна сирме 3-4 эрне кирлӗ пулӗ. Ҫапла майпа ӗнертен карточкӑна онлайн-мелпе укҫа хума пулмасть. Сервис ака уйӑхӗнче ӗҫлесе каясса шантараҫҫӗ.

Онлайн-мелпе хунӑ укҫа карттӑ ҫине пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗччен килмест тӗк офиса пырса пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Паян, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Раҫҫей Тӗп банкӗ «Татфондбанка» банк операцисене тумашкӑн панӑ лицензие илнӗ. Кун пирки общество ҫыхӑнӑвӗсен департаменчӗ «Вкладсене страхлакан агентство» патшалӑх корпорацийӗ пӗлтернӗ.

Вкладсене саплаштарас ӗҫе Перекет банкӗ малалла тӑсать. Сӑмах май, пӗлтӗр ӑна страховкӑна саплаштаракан пӗртен-пӗр банк тесе суйланӑ. Банка укҫа хывнӑ ҫынсен ыйтусене ҫак номерпе уҫӑмлатма пулать: 8-800-200-08-05.

«Татфондбанксӑр» пуҫне «АНКОР Банк», «Регионсен хушшинчи почта банкӗ», «ИнтехБанк» лицензисӗр юлнӑ.

 

Раҫҫейре Павел Володин сӑнӳкерчӗкӗ
Павел Володин сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнерпе паян «Сбербанк» банкомачӗсем патӗнче ҫын кӗпӗрленнине курма пулать. Мӗн пулнӑ? Малтанах нимӗн те ӑнланма ҫук. Пурте тӗнчери лару-тӑрӑва пула банкомат укҫа пама пӑрахать тесе шухӑшланӑ-мӗн.

Сас-хура кӑна иккен. Чӑннипе, паян банкомат умӗнче кӑна мар, банкра та ҫын хӗвӗшнине курма тӳр килчӗ. Ҫынсем «Сыхланакана Турӑ сыхлать» тенӗ пулмалла та банкоматсем патне чупнӑ. Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти хӑш-пӗр банкоматсем патӗнче черет тӑрсах укҫа илнӗ тет.

Надежда Кузьминан юлташӗ банкра ӗҫлет ав. Лешӗ ӑна ӗҫтешӗсем банк картточкинчи укҫана илнине пӗлтернӗ. Тӗнчери финанс лару-тӑрӑвӗ йывӑр пулнӑран блокировка тума пултарӗҫ имӗш. Ҫапла вӑл та хӑйӗн укҫине кайса илнӗ — килте упрама лӑпкӑрах.

Анчах «Сбербанк» пӗлтернӗ тӑрӑх, «блокировка» пирки — суя. Ҫынсем банкоматсенчен укҫа нумай илнӗрен унта купюрӑсем пӗтнӗ. Паянтан пуҫласа хушма офиссем нумайрах ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫакна ҫынсем корточка ҫинчи укҫана паспортпа илме пултарччӑр тесе тӑваҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/74764
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

13 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2021 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахçанах кĕтнĕ тупăш пулмĕ. Пĕр вăхăт мĕн пуррипе çырлахма тивĕ. Эрне варринче сывлăхпа çыхăннă кирек мĕнле диагностика процедури те вырăнлă пулĕ. Туссем валли вăхăт ытларах уйăрăр.

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Маншӑн ҫавах
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org