Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.0 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Марс

Ӑслӑлӑх

АПШри NASA космос агентствин ӑслӑлӑх специалисчӗсем ҫирӗплетсе каланӑ тӑрӑх, Марс планета ҫинче пурнӑҫ пур. Ӑсчахсем Хӗрлӗ планета ҫийӗнче организм ӗҫӗшӗн кирлӗ азота тупнӑ.

Curiosity космос аппарачӗ пулӑшнипе ӑсчахсем Марс ҫинче пурнӑҫ пуррине ҫирӗплетме пултарнӑ. Космос аппарачӗ Хӗрлӗ планета сийне тӗпченӗ. Ҫӑв шутра Гейл кратер районӗнчи ландшафта та. Ҫапла майпа чӗрӗ планета микрорганизмсемшӗн юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. Унтах азот тупнӑ. Вӑл азот диоксичӗ евӗр. Вӑл вара ӑшӑ чухне нитратсем арканнипе пулнӑ. Пӗр сӑмахпа, нитратсенче чӗрӗ организмсемшӗн кирлӗ азот пур.

Нитратсенче хӑйӑрлӑ, тусанлӑ тӑпрара тупнӑ. Ӑна ҫил Гейл кратера хӑваласа кӗртнӗ. Ку вара тахҫан Марс чӗрӗ организмсемшӗн юрӑхлӑ пулнине ҫирӗплетет.

 

Ӑслӑлӑх

Америкӑн тӗнче уҫлӑхне тӗпчекен наци управленийӗ (NASA) паян ятарлӑ пресс-конференци ирттернӗ. Унта вӗсем ятарлӑ ушкӑна кӗрекен 8 ӑсчах Марс ҫийӗ ҫинчен ӳкнӗ хӗвел пайӑркисене тӗпчесе тунӑ пӗтӗмлетӳпе паллаштарнӑ.

Спектрлӑ тӗпчеве Хӗвел тытӑмне кӗрекен ҫиччӗмӗш планета тавра ҫаврӑнакан станципе усӑ курса тунӑ. Пӗтӗмлетӳ ӑсчахсене хавхалантарнӑ — Марс экваторӗ тавра вырнаҫнӑ тусен патӗнчи тӗттӗм хӑйсем минараллӑ тӑвар пулни палӑрнӑ. Вӗсем вара юхакан шывпа ҫеҫ йӗркеленме пултараҫҫӗ. Минераллӑ тӑвар структурисенче гидратсем пурри те палӑрнӑ. Пресс-конференцире пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗпчевпе туллин Nature Geoscience журналта тухнӑ статьяра паллашма пулать. Ӑсчахсен шучӗпе ҫак тӗпчев Марс ҫинче шыв пуррине ӗнентерекен чи пӗлтерӗшлӗ пӗтӗмлетӳ.

Ҫиччӗмӗш планета ҫинче шыв пуррине тӑватӑ ҫул каяллах калаҫатчӗҫ. Ҫӗр метр вӑрӑмӑш шыв ҫулӗсем Марс ҫинчи ҫуллахи тапхӑрта йӗркеленеҫҫӗ, хӗлле вара типсе лараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кӳршӗллӗ планета ҫинче пӑр пуррине те ӑсчахсем ҫирӗплетнӗ.

 

Ӑслӑлӑх NASA/JPL-Caltech/MSSS сӑнӳкерчӗкӗ
NASA/JPL-Caltech/MSSS сӑнӳкерчӗкӗ

Ӑсчахсем темиҫе миллион ҫул каялла Марс планета нӳрӗрех тата ӑшӑрах пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ.

Орегон университетӗнчи тӗпчевҫӗсем Curiosity марсоход тунӑ сӑнсене тишкернӗ. Вӗсене Марс ҫинчи Гейла кратер тарӑнӑшӗнчи 3,7 миллион ҫул каяллахи тӑпра кӑсӑклантарнӑ. Тӗплӗн тишкернӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ планетӑпа Ҫӗр ҫинчи тӑпрасен пӗрешкеллӗхне палӑртма май килнӗ.

Curiosity тунӑ сӑнсем ҫинчи тӑпра ҫурӑлса кайнӑ сийлӗ, сульфат йӗрӗсем палӑраҫҫӗ, эллипс евӗр шӑтӑксемпе. Кунашкал тӑпрана Антарктикӑри Типӗ Тӳремре тата Чилири Атакама пушхирте тупма пулать-мӗн.

Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал тӑпра Марс ҫинче малтан пурӑнма май пулнине ҫирӗплетмест. Анчах темиҫе ҫул каялла ҫак планета ӑшӑрах тата нӳрӗрех, пурӑнма меллӗрех пулни пирки калама пулать-мӗн.

 

«Кьюриосити»
«Кьюриосити»

Марс ҫинче пурнӑҫ пуррипе ҫуккине ӑсчахсем тахҫанах пӗлесшӗн. Фантастсем ку ыйтӑва тахҫанах тӗрлӗрен хуравланӑ пулсан кӳршӗлле планетӑна тӗпчекенсем тӗпчесе пӗлсе ӗненесшӗн.

Ҫӗр ҫинче пурнӑҫа сӑнлакан сывлӑшран пӗри вӑл — метан. Пирӗн планетӑри газа 90% чӗрӗ чунсем кӑлараҫҫӗ. Вӑл Марс ҫинче те тупӑнсан унта — пӗчӗк пулин те — чӗрӗ организмсем пурӑннине палӑртма май пулӗччӗ, анчах «Кьюриосити» аппарат ӑна тупайман имӗш. Ҫапла май ӑсчахсен шухӑшӗпе пирӗнпе кӳршӗллӗ планетӑра чӗрӗ чунсем пурӑнма пултарассин шанчӑкӗ самай чакнӑ. Ҫавах та вӗсем алла усмаҫҫӗ — хӑш-пӗр микробсем иккен метан кӑлармаҫҫӗ, ҫапла май тен вӗсем те пулин унта пуласса шанаҫҫӗ.

Пӗлме: «Кьюриосити» Марс тӑрӑх ҫӳрекен аппарат пӗлтӗр ҫурлан 6-мӗшӗнче планета ҫине анса ларнӑ. Унӑн тӗллевӗ — геологи структурине тӗпчесси тата пурнӑҫ пуррипе ҫуккине пӗлесси. «Кьюриосити» 2014 ҫул варриччен ӗҫлемелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2013/09/20/methane/
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

4 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2021 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -14 - -16 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахçанах кĕтнĕ тупăш пулмĕ. Пĕр вăхăт мĕн пуррипе çырлахма тивĕ. Эрне варринче сывлăхпа çыхăннă кирек мĕнле диагностика процедури те вырăнлă пулĕ. Туссем валли вăхăт ытларах уйăрăр.

Кӑрлач, 21

1924
97
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ.
1975
46
Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org