Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кураккасси

Республикӑра

Республикӑра кайӑк-кӗшӗк грипӗпе кӗрешес ӗҫ пырать. Ҫӗмӗрле хулинче, Ҫӗмӗрле районӗнчи Куракасси ялӗнче те грипп тупса палӑртнӑ.

Аса илтерер: унччен Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Ҫӗрпӳ , Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче кайӑк-кӗшӗк грипӗпе кӗрешнӗ. Ветеринарсем ҫынсенчен чӑх-чӗпе, ҫӑмартасене пуҫтарнӑ, вӗсемшӗн укҫа панӑ. Паянхи кун тӗлне ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен 2 миллион ытла тенкӗ тӳленӗ.

ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе грипп ӑҫтан килни паллӑ мар. Икӗ эрне каялла чир-чӗр Чулхула облаҫӗнчи Павловӑри кайӑк-кӗшӗк комбинатӗнчен килнӗ тесе шухӑшланӑ.

 

Персона Гелий Иванов медицина службин подполковникӗ
Гелий Иванов медицина службин подполковникӗ

«Гелий Иванов — пирӗн ентеш, медицина службин подполковникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ — ҫак кунсенче 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать», — тесе пӗлтерет «Пурнӑҫ ҫулӗпе» Элӗк район хаҫачӗ.

Гелий Иванов 1934 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Кураккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялӗнчи пуҫламӑш шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Хирлеппуҫӗнчи ҫичӗ класлӑ шкулта пӗлӳ пухнӑ. Малалла пӗлӗвне Гелий Иванович Элӗк вӑтам шкулӗнче тӑснӑ. 1951 ҫулта алла аттестат илнӗ ҫамрӑк Питӗрти (ун чухне Ленинград пулнӑ) С.М. Киров ячӗллӗ ҫарпа медицина академине ҫул тытнӑ. 1957–1959 ҫулсенче тинӗс ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ.

Элӗк ен каччине суйласа илни професси тӑван тавралӑхран аякка илсе ҫитерет. 1959 ҫултанпа Гелий Иванович Балти флочӗн шыв айӗнчи кимӗсем ҫинче ӗҫлеме пуҫлать. 1966 ҫултанпа Юрмала хулинче «Майори» санаторире аслӑ диетолог пулса тӑрӑшать. 1972–1980 ҫулсенче вӑл Калининградри тинӗс ҫарӗн аслӑ училищинче вӗрентет.

80-мӗш ҫулсенче Гелий Иванов Чӑваш Ене таврӑнать. Шупашкарта тухтӑр пулса ӗҫлет, тӗп хулан 1-мӗш пульницинче профсоюз комитетӗнче вӑй хурать.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Элӗк районӗнчи Кураккасси ялӗнче пурӑнакан Андреевсем ҫурт-йӗр таврашне илем кӳрессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Людмила Никитичнӑна малтанах ку ӗҫре хӗрӗсемпе мӑшӑрӗ Юрий Иванович пулӑшнӑ. Халӗ кӗрӳшӗсем те ку ӗҫе явӑҫнӑ.

Кураккасси хапхинченех хӑнасене акӑшсем, чечек клумбисем кӗтсе илеҫҫӗ. Инҫех мар ача-пӑча лапамӗ вырнӑҫнӑ. Ӑна кивӗ шинӑсенчен ӑсталанӑ. Ҫурт умӗнчи пахчара тӗрлӗ чечек ешӗрет. Унтах — ҫӑлкуҫ.

Пахчана икӗ пӗчӗк пӗве илем кӳрет. Пӗрин тавра ҫатан карта тытса ҫаврӑннӑ. Ҫуртпа юнашарах пӗчӗк вӑрман кашлать. Унта мӗн тӗрлӗ йывӑҫ-тӗм ҫук-ши! Андреевсен илем тӗнчи ял халӑхне те, хӑнасене те илӗртет.

Сӑнсем (11)

 

Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлӗ районӗнчи Тӑванкасри «Тӑванлӑх» тата «Тӑван ен» юрӑпа ташӑ ушкӑнӗсем Кураккасси ялӗнче вырнаҫнӑ ваттисен ҫуртӗнче черетлӗ хӑнара пулнӑ.

Тӑванкас ҫыннисем хӑйсен хурӑнташӗсене манмаҫҫӗ, ҫулсерен темиҫе хутчен кунта килсех тӑраҫҫӗ, юрӑ-ташӑпа, ӑш сӑмахпа, ялти кучченеҫпе хавхалантараҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑн пек ӗҫе пуҫтарса хатӗрлеме нумай вӑхӑт тата вӑй кирлӗ, пуринчен те пулмасть. Нумайӑшӗ тивӗҫлӗ канура пулсассӑн та юрӑпа ташӑ ушкӑнӗсенче Тӑванкас тӑрӑхӗнчи маттур та хастар хӗрарӑмсем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен ертӳҫине, Михаил Яковлевич Тихонова пушшех тав сӑмахӗсем калас килет. Мӗн каччӑранпах ҫак ларма-канма пӗлмен ҫын ялти юрӑпа ташӑ ӗҫне ӗркелесе пырать. Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче те, Чӑваш Енре те паллӑ купасҫӑ вӑтӑр ҫул ытла ырми-канми ӗҫлет. Михаил Яковлевичӑн кил-йышӗнче пилӗк ҫын, пурте унран юлмаҫҫӗ. Мӑшӑрӗпе, Людмила Васильевнӑпа, виҫӗ маттур ача ӳстерчӗ, тӗрӗс ҫул ҫине тӑратрӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.01.2021 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ытлашши хăвăра шанмалла мар, сирĕн валли хатĕрлемен капкăна çăмăллăнах лекме пултаратăр. Эрнен иккĕмĕш çурринче çынсене чуна уçма ан васкăр – вĕсем шанчăклах пулманни сире те иккĕлентерет.

Кӑрлач, 28

1887
134
Чапаев Василий Иванович, граждан вӑрҫи Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1903
118
Тани Юн, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1935
86
Трофимов Алексей Александрович, чӑваш ӳнер тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1969
52
Данилов Николай Фёдорович, критик, халӑх пултарулӑхне пухаканӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Маншӑн ҫавах
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org