Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Космонавтика кунӗ

Спорт

Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ – Космонавтика кунӗ. Чӑваш Ен, ҫав шутра Сӗнтӗрвӑррисем те, ӑна уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Тӗп мероприятисем шӑпах ҫав тӑрӑхра, Андриян Николаев ҫуралнӑ районта, иртӗҫ. Кӑҫал вӑл ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитет.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, акан 12-мӗшӗнче Шуршӑл ялӗнче Космонавтика кунӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем пулӗҫ. Малтанах Летчик-космонавтӑн асӑну комплексӗнче митинг-концерт пулӗ. Унтан музейре экскурси иртӗ, Юрий Гагарин пирки документлӑ фильм кӑтартӗҫ.

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Спица ҫинчи хӗвел» велочупу иртӗ. Велочупуҫӑсен ҫулӗ Ҫӗнӗ Шупашкартан Шуршӑла выртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/afisha/56321
 

Спорт
Пӗлтӗрхи велочупара. Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн
Пӗлтӗрхи велочупара. Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн

Космонавтика кунне халалласа Ҫӗнӗ Шупашкарта «108 минут» велучупу ирттерӗҫ. Акципе килӗшӳллӗн, велосипедпа ҫула тухакансем 108 минут чупӗҫ.

Мероприяти ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Собор лапамӗнче пуҫланӗ. Велосипедпа 10 сехет ҫурӑра кӗтеҫҫӗ. Ҫула шӑп та лӑп 11 сехетре тухӗҫ.

Мӗншӗн шӑпах 108 минут? Юрий Гагарин космосра ҫавӑн чухлӗ пулнӑ. Ҫапла майпа велочупу 12 сехет те 48 минутра вӗҫленӗ.

Спортсменсем Ҫӗнӗ Шупашкартан Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла ҫитӗҫ. Ҫул ҫинче 4 вырӑнта чарӑнса канӗҫ. Кун хыҫҫӑн музей комплексӗн экспозицийӗпе паллашӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/afisha/41002
 

Хулара Велочупӑва ӑсатакан йытӑ
Велочупӑва ӑсатакан йытӑ

Паян, Космонавтика кунӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкартан Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялне велосипедҫӑсем хӑйсен икӗ ураллӑ лашисемпе ҫула тухрӗҫ. Ӑна вӗсем Юрий Гагарин тӗнче уҫлӑхне пӗрремӗш хут вӗҫсе хӑпарнӑранпа 55 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.

Чи малтанах Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» КК умӗнче пӗчӗк митинг иртрӗ. Тӗрлӗ тӳре-шара ҫула тухакансене телейлӗ ҫул сунчӗҫ, космонавтикӑн пысӑк ҫитӗнӗвне мухтарӗҫ. 10 сехет ҫурӑра велочупу ҫула тухрӗ. Велосипедпа туслӑ 60 яхӑн ҫынна (вӗсен шутӗнче ачасем те пурччӗ) ӑсатакансен йышӗнче пӗр йытӑ та пурччӗ — чылай вӑхӑт хушши вӗсемпе юнашар чупса пычӗ.

Шуршӑла ҫитме икӗ сехет патнелле кирлӗ пулчӗ. Андриян Николаевӑн ҫуралнӑ ялне ҫитсен вӗсене культура министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑ пурнӑҫлакан Константин Яковлев, вырӑнти тӗрлӗ тӳре-шара, ялта вырнаҫнӑ музей комплексӗн директорӗ Александр Тукмаков тата ыттисем кӗтсе илчӗҫ. Велосипедҫӑсен клубне ертсе пыракан Вячеслав Платонов Шуршӑлти музея Ҫӗнӗ Шупашкар хули парса янӑ саламне тыттарчӗ. Апатланнӑ хыҫҫӑн велосупӑва хутшӑнакансем «Мы не можем жить без космоса» (чӑв.

Малалла...

 

Раҫҫейре Андриян Николаев ячӗллӗ ҫӑлтӑра вырнаҫтараҫҫӗ
Андриян Николаев ячӗллӗ ҫӑлтӑра вырнаҫтараҫҫӗ

Андриян Николаев космонавт пурӑннӑ тӑк кӑҫал 85 ҫул тултарӗччӗ. Акан 12-мӗшӗнче Космонавтика кунне халалласа ҫӗршывра тӗрлӗ мероприяти иртрӗ. Виҫӗмкун, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Ярославль хулинче ентешӗмӗре Андриян Николаева халалласа уяв пулнӑ.

Валентина Терешкова ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ центрӗнче — Раҫҫейри ҫамрӑк планетарисенчен пӗринче — Андриян Николав ячӗллӗ ҫӑлтӑра вырнаҫтарнӑ. Уява паллӑ мӑшӑрӑн хӗрӗ Елена Терешкова хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен унта Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов ҫитнӗ.

Ярославльти планетари умӗнчи космонавтсен аллейине пӗлтӗр йӗркеленӗ. Космоса пӗрремӗш хӗрарӑм вӗҫнӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалласа пирвайхи ҫӑлтӑрсем вырнӑҫтарнӑ. Вӗсем — Валентина Терешкова, Валерий Быков, Алексей Леонов ячӗллисем. Акӑ халӑ Андриян Николаев ҫӑлтӑрӗ аллейӑна пуянлатнӑ.

Леонид Черкесов Чӑваш Енре Андриян Николаевран паллӑрах ҫын ҫуккине, ӑна кашни ҫемьере хисепленине каланӑ. Ярославльпе Шупашкара чылай япала ҫывӑхлатать. Шупашкарта та Ярославльти пекех планетари тӑвӗҫ. Унта Валентина Терешкова тата ытти космонавт валли те вырӑн пулӗ.

Малалла...

 

Республикӑра Митинга ҫитнӗ сумлӑ хӑнасем
Митинга ҫитнӗ сумлӑ хӑнасем

Ӗнер республикӑра Космонавтика кунне халалланӑ мероприятисем иртнӗ. Андриян Николаев ҫуралнӑ тӑрӑхра, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче, савӑнӑҫлӑ митинг пулнӑ. Унта сумлӑ хӑнасем ҫитнӗ: ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Сӗнтӗрвӑрри район пуҫлахӗ В.И.Морозов, район админитсрацийӗн пуҫлахӗ В.И.Григорьев, ЧР Патшалах Канашӗн депутачӗсем Е.Н.Николаева тата А.Н.Никоноров, «Байконур» тата «Плесецк» космодромсен ветеранӗсем Е.Н.Южалин, Е.В.Шашкин тата ыттисем те.

Михаил Игнатьев Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ывӑлӗ космоса парӑнтарса чӑваш халӑх ятне ҫӳле ҫӗкленине палӑртнӑ, шуршӑлсене Андриян Николаевӑн ятне манманшӑн, ҫамрӑксем хушшинче патриотлӑха сарнӑшӑн тав тунӑ. «Байконур» космодром ветеранӗ Е.Н.Южалин пӗрремӗш ракетӑсене янине, Юрий Гагаринпа тата Андриян Никоаевпа ӗҫленӗ вӑхӑта аса илнӗ. Чӑваш Республикинче ҫамрӑк космонавтсен юхӑмне йӗркеленӗ Р.Н.Ракова та сӑмах илнӗ. Кӑҫал ҫамрӑк космонавтсен слечӗ 10 ҫул тултарнӑ. 10 ҫул каялла унта 145 ҫын кӑна пулнӑ тӑк халӗ — 2,5 пин ытла ҫын.

Хусанти А.Н.Туполев ячӗллӗ наци тӗпчев техника университечӗн аслӑ шкул умӗнхи хатӗрлев управленийӗн пуҫлӑхӗ Д.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.10.2020 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Роман кĕтет сире – хатĕрленĕр. Анчах астăвăр: унăн малашлăхĕ пулас шанчăк пĕчĕк. Хăвăра кăсăклантаракан ĕçпе аталанăр. Ача пирки ĕмĕтленекен çынсемшĕн ăнăçлă тапхăр ку.

Юпа, 20

1935
85
Лосманов Виссарион Петрович, энтомолог ҫуралнӑ.
1947
73
Артемьева Нина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2001
19
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org