Кӑҫалхи раштавӑн 31-мӗшӗ ытларикуна лекӗ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл — ӗҫлемелли кун. Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫынсем ӗҫ пирки шухӑшламӗҫ тесе либерал-демократсен партийӗн пайташӗсем ҫав кун кантарма сӗннӗччӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи апла йышӑнӑва йӑпӑр-япӑр тума ҫук тесе РФ Патшалӑх Думи сӗнӗве ырламарӗ. Ҫав вӑхӑтрах Раҫҫейӗн ӗҫ министрӗ Максим Топилин предприяти-организацисем шайӗнче кану кунӗ тесе йышӑнма май пуррине пӗлтернӗччӗ.
Хӑш-пӗр ҫӗрте регион шайӗнчех ҫапла йышӑннӑ. Сӑмахран, Киров облаҫӗнче. Патшалӑх учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем раштав уйӑхӗнчи канмалли пӗр кун ӗҫлӗҫ те 31-мӗшӗнчен канӗҫ.
Карачай-Черкесск Республикинче раштавӑн 28-мӗшӗнче ӗҫлӗҫ. Томск, Псков облаҫӗсем те, Крымпа Ставропольте те раштавӑн 31-мӗшӗнче канӗҫ.
Лапсарти «Юрма» предприяти Шупашкара тата хӑй тавралли ялсене ырӑ мар шӑршӑ сарни пирки пӗр вӑхӑтра халӑх питех шавлатчӗ. Кайран предприяти каяш тирпейлекен производство хута яма шантарчӗ. Халӗ чӑх-чӗп хапрӑк шӑрши кӗнине сисмен. Тен ҫавӑнпа та пулӗ пирӗн республика федерацин Атӑлҫи регионӗсенче экологи тӗлӗшӗнчен чи таси шутланать. Ҫапла пӗтӗмлетме «Зеленый патруль» (чӑв. Симӗс патруль) пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн танлаштарӑмӗ хистет.
Асӑннӑ организаци Раҫҫей Федерацийӗн наци экологи танлаштарӑмне пичетленӗ. 2018 ҫултанпа ӑна ҫулталӑкра тӑватӑ хутчен пӗтӗмлетеҫҫӗ.
2018—2019 ҫулсенчи хӗллехи танлаштарӑмра пирӗн республика ҫӗршывра 12-мӗш вырӑн йышӑнать. Федерацин Атӑлҫи округӗнче вӑл — пӗрремӗш.
Федерацин Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ округӗнче экологи енчен чи таси — Мурманск облаҫӗ, Тӗп округра — Тамбов облаҫӗ, Ҫурҫӗр-Кавказ округӗнче — Карачай-Черкесск Республики, Ҫӗпӗр округӗнче — Алтай крайӗ, Кӑнтӑр округӗнче — Краснодар крайӗ, Инҫет Хӗвелтухӑҫ округӗнче — Магадан облаҫӗ, Урал округӗнче — Тӗмен облаҫӗ.
Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма пуҫланӑ. Паян унпа коллектива тата Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Раҫҫейӗн Федераци хӑрушсӑрлӑх службин кадрсен управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Шишкалов генерал-лейтенант паллаштарнӑ.
ФХСӑн Чӑваш Енри управленине ертсе пыма Игорь Кобыляченко генерал-майора шаннӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Игорь Кобыляченко 1967 ҫулта Чита хулинче ҫуралнӑ. Хӑрушсӑрлӑх службинче 1989 ҫултанпа ӗҫлет. Чӑваш Ене куҫариччен Карачай-Черкесск Республикинче управлени пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Тӗрлӗ патшалӑх наградине тивӗҫнӗ, ҫав шутра — «Тӑван ҫершыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне те. Ҫемьеллӗ. Унӑн пӗр ывӑл.
ФХСн Чӑваш Енри управленине 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ Сергей Софронова урӑх ӗҫе куҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.01.2021 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -20 - -22 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Энтип Ваççи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Валерий Семёнович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |