Нумаях пулмасть Исландире пауэрлифтинг енӗпе Европа чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Чӑваш спортсменкисем унтан икӗ медальпе таврӑннӑ.
Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Анастасия Петрова тата РФ спорт мастерӗ Екатерина Николаева Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. ЧР Спорт министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, Анастасия Петрова 145 килограмм таякан штангӑна парӑнтарса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Екатерина Николаева 63 килограмм тайман виҫе категорийенче вӑй виҫнӗ. Вӑл пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.
Командӑсен пӗтӗмӗшле зачетӗнче Раҫҫей пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗшне — Швеци, виҫҫӗмӗшне Норвеги тухнӑ.
Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Исландире пулса иртнӗ пулӑм Европӑри чылай вӗҫев компанийӗн тупӑшне чакарнӑ тесен те суя пулмӗ. Ку пӑтӑрмах икӗ кун каялла пуҫланнӑ пулин те сиенӗ паянхи кун кӑна палӑрма пуҫланӑ.
Сӑлтавӗ вара пӗчӗкех мар — Эяхятлайкутӑль (выр. Эйяфьятлайокудль) пӑрлӑх айӑнчи вулкан. Мӗнпе сиен кӳрет-ши ҫак ятсӑр пӑр айӗнчи хӑват? Исландире, паллах, сиенӗ пысӑкрах — вӑл кӑларакан лавӑ пӑрлӑха ирӗлтерет, шывӗ вара айлӑмри ялсене путарма пултарать. Патшалӑх уйӗсем, тавралӑх, ҫыннисем инкек тӳсеҫҫӗ. Европӑна ку вулкан вут-ҫулӑмран тухнӑ кӗлӗпе сиен кӳрет. Ӑна пула чылай вӗҫев компанийӗ хӑйсен авиарейсӗсене пӑрахӑҫланӑ, тепӗр вӑхӑта куҫарнӑ. Усламҫӑсем, ҫулҫӳревҫӗсем, ахаль ҫынсем ҫитес вырӑна лекеймеҫҫӗ — самолётсене ҫул парасса кӗтеҫҫӗ.
Ӗнер, акан 15-мӗшӗнче вулкан кӗлӗ Аслӑ Британи ҫӗрне ҫеҫ кансӗрленӗ пулсан, паян вӑл Раҫҫей патне те ҫитнӗ. Калининградри «Храбово» ӗҫлемест, Мускавран тата Питӗртен Европӑна ҫитмелли рейсене пӑрахӑҫланӑ. Мурманска ҫитме палӑртнӑ В. Путинӑн та Мускаврах юлма тивнӗ — вулкан кӗлӗ ӑна та чӑрмав кӳнӗ.
Вулкан кӗлӗ хӑвӑрт лармасть, вӑл ҫӗре аниччен виҫӗ талӑк та иртме пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.01.2021 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чапаев Василий Иванович, граждан вӑрҫи Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Трофимов Алексей Александрович, чӑваш ӳнер тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Данилов Николай Фёдорович, критик, халӑх пултарулӑхне пухаканӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |