Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тутар Сӑкӑчӗ

Республикӑра
bash.news сайтри сӑн
bash.news сайтри сӑн

Чӑваш Енре икӗ каччӑ лавкка ҫаратнӑ. Вӗсене полицейскисем тытса чарнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.

Ку пӑтӑрмах Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑчӗ ялӗнче пулнӑ. Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле 18 ҫулти тата 20-ри каччӑсем лавккан чӳречине ҫӗмӗрнӗ те шала кӗнӗ. Хайхискерсем кассӑран 20 пин тенкӗ илнӗ, 5 кӗленче эрех, коняьк, пирус хӗстерсе тухнӑ.

Ирхине сутуҫӑ ӗҫе килнӗ те чӳрече ҫӗмрӗккине, эрех, укҫа ҫухалнине курнӑ. Вӑл тӳрех полицие шӑнкӑравланӑ. Уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем ҫак ӗҫе кам тума пултарнине тупса палӑртнӑ. Каччӑсене тытса чарнӑ, вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60176
 

Ял пурнӑҫӗ

Патӑрьел районӗнчи тата тепӗр ялта клуб тӑвасшӑн. Ку ӗҫе нумаях пулмасть тытӑннӑ ӗнтӗ.

Клуба Тутар Сӑкӑт ялӗнче хӑпартаҫҫӗ. Унчченхи кивелнӗ иккен. Ҫавӑнпа та ял ҫыннисем тахҫанах ҫӗнӗ клуб пирки ӗмӗтленнӗ.

Ӗҫе нумаях пулмасть пуҫланине кура подряд организацийӗн васкавлӑн тимлеме тивӗ. Апла пулин те вӑл Тутар Сӑкӑтенче пурӑнакансем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ клубра кӗтсе илессине шантарать-мӗн. Строительпе тунӑ килӗшӳре объекта кӑҫалхи раштавӑн 25-мӗшӗнче хута ямаллине палӑртнӑ.

150 вырӑнлӑх культура учрежденине хӑпартма тӗрлӗ хыснаран 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑл шутран пысӑк пайӗ, 14 миллион тенки, — республика хыснинчен. Районти бюджетра 750 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.

Юлашки ҫулсене илсен, клубсене Ыхра Ҫырминче тата Пайкилтре хӑпартса лартнӑ. Унсӑр пуҫне тепӗр ҫӗртисене юсаса ҫӗнетнӗ.

 

Вӗренӳ
Гельнур Сабитова.
Гельнур Сабитова.

Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑчӗ ялӗнчи вӑтам шкул директорӗ Гельнур Сабитова «Пӗтӗм Раҫҫейри «2017 ҫулхи шкул директорӗ» конкурсӑн дипломанчӗ» ята ҫӗнсе илнӗ.

Патӑрьел районӗн официаллӑ сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи конкурс «Раҫҫейри шкул: ӑнӑҫу меслечӗсем» темӑпа иртнӗ. Пултарулӑх тупӑшӑвӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче Гельнур Нурулловна «Япӑх вӗренекенсӗр шкул: ертсе пырас ӗҫри ӑсталӑхӑм» ятлӑ эссе хайланӑ. Иккӗмӗш тапхӑрта «Шкул ҫитӗнӗвӗсенче манӑн тӳпе те пур» ятпа хатӗрленӗ видеоматериалсене тӑратнӑ.

Палӑртса хӑварар, Пӗтӗм ҫӗршыври «Шкул директорӗ» конкурса Раҫҫей Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви тата «Сентябрь» издательство ҫулленех ирттереҫҫӗ. 2016 ҫултанпа йӗркеленекенскере вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисен курӑмлӑ ҫитӗнӗвӗсене асӑрхас тӗллевпе пуҫарнӑ.

 

НАР
01

Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем Патӑрьеле семинара пухӑннӑ
 Никифоров Геронтий | 01.02.2015 21:13 |

Чӑваш чӗлхи

2015 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗн Патӑрьелӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан пӗрремӗш вӑтам шкулӗнче литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкне халалланӑ «Тӗрлӗ халӑх культури ҫыхӑнӑвӗсене аталантарассине тӗпе хурса ӗҫлесси» семинар иртрӗ.

Семинара Патӑрьел район администрацийӗн вӗренӳ пайӗ тата чӑваш чӗлхипе литератури, тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗ йӗркелерӗҫ. Унта Патӑрьелпе Шупашкар районӗн чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсем тата Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗсем Юлия Анисимовӑпа Геронтий Никифоров, вӑлах Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи хутшӑнчӗҫ. Шупашкартан килнӗ хӑнасене Патӑрьелти пӗрремӗш шкул ачисем ҫӑкӑр-тӑварпа тата Первомайски шкулӗн ача-пӑча фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Елена Сорокина) юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Чаплӑ чысласа кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн шкулӑн акт залӗнче ачасен тата вӗрентекенсен пултарулӑхӗпе паллашрӑмӑр, пӗчӗк концерт куртӑмӑр.

Малалла...

 

Чӑваш Енӗн ИӖМ служби ҫакӑн пек статистикӑпа пире паллаштарать. Чӑнахах та, шел пулин те «хӗрле автан» тухасси эрнесерен ҫирӗпленсе пырать республикӑра. Иртнӗ кану кунӗсенче те пушар виҫӗ хутчен тухнӑ имӗш.

Шӑматкун, утӑн 13-мӗшӗнче, Хӗрле Чутай районӗнчи Шулю ялӗн пӗр кил-ҫурт таврашӗнче пушар тухнӑ. Асӑннӑ инкек вара ҫунакан кӑмака хӗмӗнчен тухнӑ. Унтан выльӑх апатне хатӗрлемелли кивӗ сарай та хыпса илнӗ. Вутпа кӗрешекенсем пушара 20 минут хушшинче сӳнтернӗ. Анчах хуҫалӑхри сарай тӗпипех ҫунса кайнӑ.

Ҫак кунхинех Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑчӗ ялӗнче 53 ҫулхи арҫынӑн кил-ҫурчӗ ҫунма тытӑннӑ. Пируса сӳнтерме манни кил хуҫине чутах пурӑнмалли ҫуртсӑр хӑварӗччӗ — пушарпа кӗрешекенсем вӑхӑтра ҫитнипе шал енӗ ҫеҫ юрӑхсӑрланнӑ. Инкек кил хуҫине 25 пин тенкӗллӗх шырлӑх кӳнӗ.

Унсӑр пуҫне кану кунӗсенче Комсомольски ҫумӗнче тепӗр пушар тухнӑ. Кунти инкек сӑлтавне вара сарайра выртакан ҫӗмрӗк скутерпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫулӑм айӗнче асӑннӑ ҫурт-йӗр тӑрри ҫунса кайнӑ.

Малалла...

 

Тутар Сӑкӑтӗнчи Хафизовсен ҫемйи Аслӑ Ҫӗнтерӳ 65 ҫул тултарнипе пӗрлех Месрузиган Абдулхановнӑн пысӑк юбилейне — 100 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Тӗлӗнмелле шӑпаллӑ ҫак хӗрарӑм, ҫирӗп сывлӑхлӑ, пысӑк чӑтӑмлӑ. Мӑшӑрӗпе, Минулла Абдулазизович вӑрҫӑ ветеранӗпе (вӑл 98 ҫула ҫитсе вилнӗ), 75 ҫул пӗрле пурӑнса ҫичӗ ача ҫуратса ӳстернӗ.

Месрузиган аппа аллӑ ҫула яхӑн ҫутҫанталӑк илемне пач курмасть. Апла пулин те ачисен, 17 мӑнукӗн, мӑнукӗн 19 ачин илемлӗхне те, ӑшшине те туять. Вӗсем ӑна чун-чӗререн юратаҫҫӗ, юбилей ячӗпе саламласа хытӑ-хытӑ ҫупӑрлаҫҫӗ.

Кинемей паян Семигулла ывӑлӗпе тата Назия кинӗпе пурӑнать. Вӗсем те ҫамрӑках мар ӗнтӗ. Ҫитес кӑрлач уйӑхӗнче хӑйсен ылтӑн туйне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.smi21.ru/?publication=876529
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 26

1928
96
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та