Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑчӗ ялӗнчи вӑтам шкул директорӗ Гельнур Сабитова «Пӗтӗм Раҫҫейри «2017 ҫулхи шкул директорӗ» конкурсӑн дипломанчӗ» ята ҫӗнсе илнӗ.
Патӑрьел районӗн официаллӑ сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи конкурс «Раҫҫейри шкул: ӑнӑҫу меслечӗсем» темӑпа иртнӗ. Пултарулӑх тупӑшӑвӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче Гельнур Нурулловна «Япӑх вӗренекенсӗр шкул: ертсе пырас ӗҫри ӑсталӑхӑм» ятлӑ эссе хайланӑ. Иккӗмӗш тапхӑрта «Шкул ҫитӗнӗвӗсенче манӑн тӳпе те пур» ятпа хатӗрленӗ видеоматериалсене тӑратнӑ.
Палӑртса хӑварар, Пӗтӗм ҫӗршыври «Шкул директорӗ» конкурса Раҫҫей Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви тата «Сентябрь» издательство ҫулленех ирттереҫҫӗ. 2016 ҫултанпа йӗркеленекенскере вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисен курӑмлӑ ҫитӗнӗвӗсене асӑрхас тӗллевпе пуҫарнӑ.