Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тариф служби

Политика
 cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф патшалӑх службин ертӳҫине Надежда Колебановӑна ӗҫрен кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ.

Ӗнертенпе, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе, асӑннӑ ведомствӑна ертсе пыма Алина Елисеевӑна шаннӑ. Вӑхӑтлӑха. Ҫӗнӗ ертӳҫӗне ҫирӗплетиччен. Вӑл хӗрарӑм ҫав савӑнта

Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

 

Политика
news.myseldon.com сӑнӳкерчӗкӗ
news.myseldon.com сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин Конкурентлӑ политика тата тариф службин ертӳҫине Надежда Колебановӑна ӗҫен кӑларнӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Документра каланӑ тӑрӑх, Надежда Владимировнӑна ӗҫрен «Раҫҫей Федерацийӗнчи патшалӑх служби ҫинчен» федераци саккунӗн 33-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн 3-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн кӑларнӑ.

 

Политика
Татьяна Копеева. tarif.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Татьяна Копеева. tarif.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф службинче нумаях пулмасть кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Асӑннӑ тытӑмӑн ертӳҫин заместителӗ пулма Татьяна Копеевӑна шаннӑ. Ку йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Татьяна Александровна, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, унччен те ЧР Конкурентлӑ политика тата тариф службинче ӗҫленӗ. Унта вӑл пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Халӗ ҫав хӗрарӑма яваплӑрах вырӑнта ӗҫлеме шанса панӑ.

 

Республикӑра
Инстаграмри @tarif21region страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Инстаграмри @tarif21region страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, чӳк 1-мӗшӗнче, республикӑри хысна учрежденийӗсенчен пӗринче ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫе кӳлӗннӗ. Сӑмахӑмӑр – «Чӑваш Республикин закупкӑсен регионти центрӗ» хысна учрежденийӗ пирки. Асӑннӑ организацин ҫӗнӗ ертӳҫипе Чӑваш Республикин Конкурентлӑ политика тата тарифсен службин ертӳҫи Надежда Колебанова (сӑнӳкерчӗкре – сулахайри) коллектива паллаштарнӑ. Асӑннӑ службӑна пӑхӑнакан учрежденин директорӗ пулса Вероника Константинова (сӑнӳкерчӗкре – сылтӑмри) тӑрӑшӗ. Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑха конкурс ирттерсех палӑртнӑ. Унта Вероника Александровна кандидатурине ырланӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм унччен ӑҫта тата кам пулса ӗҫленине ведомствӑн Инстаграмри страницинчи хыпарта пӗлтермен.

 

Республикӑра

Чãваш Енре ҫӳп-ҫап турттарассипе ӗҫлекен «Экоцентр» регионти операторãн партнер-предприятисем умӗнчи парӑмӗ ҫӗршер миллион тенке ҫитнӗ. Ҫӳп-ҫап операторӗн тӑкакӗсем республикӑн Тариф службине тата Ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерствине шухӑша янӑ. «Экоцентрӑн» панкрута тухас хӑрушлӑх пур.

Аса илтерер: 2018 ҫул вӗҫӗнче пирӗн республикӑра йӑлари хытӑ каяша турттарассипе ҫӗнӗ тытӑм ӗҫлеме пуҫларӗ. Малтанхи вӑхӑтра тӗрлӗ ӑнланманлӑх час-часах сиксе тухкаларӗ. Халӗ пур ҫӗрте те ҫӳп-ҫап контейнерӗсем пур (2019 ҫулта компани 4 пин ытла контенйер туяннӑ), машинӑсем йӑлари хытӑ каяша турттарса тӑраҫҫӗ.

«Экоцентр» халӗ Чӑваш Ени 1704 ялти йӑлаи хытӑ каяша турттарса тӑрать. Анчах ӗҫшӗн халӑхӑн 85 проценчӗ ҫеҫ тӳлет иккен.

 

Республикӑра

Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн конкурентлӑ политика тата тариф службин коллегийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта халӑхран тата предприяти-организацисенчен йӑлари хытӑ каяш пухас ыйтӑва хускатнӑ. Каяша турттарассипе регионти оператор шутланакан «Экоцентр» предприяти валли пӗр тариф ҫирӗплетнӗ. Ҫапла вара йӑлари хытӑ каяшӑн пӗр куб метрӗ 382 тенкӗ те 30 пуспа танлашӗ.

Асӑннӑ тариф вӑя кӗнӗ хыҫҫӑн хулара пурӑнакансем йӑлари хытӑ каяшшӑн кашни ҫын пуҫне уйӑхсерен 62 тенкӗ те 76 пус тӳлеме тытӑнӗҫ, ялта пурӑнакансем – 50 тенкӗ те 2 пус. Тепӗр майлӑ каласан, хуларисемшӗн хак чакӗ, ялтисемшӗн кӑштах ӳсӗ. Анчах малтан пӗлтернӗ пек 20 процент мар, самай сахал.

 

Республикӑра

Административлӑ правӑна пӑснӑ машинӑсене ятарлӑ стоянкӑсене илсе кайма пултарнине пӗлетпӗр-ха. Тӗслӗхрен, автомобиле юраман вырӑнта (газон е тротуар ҫинче) лартсан ҫавӑн пек ҫӗре илсе каяҫҫӗ. Машинӑна унтан илсе тухас тесен хуҫин маларах кӑлтӑкшӑн штраф тӳлемеллеччӗ тата автомобиле турттарса кайнин тӑкакне саплаштармаллачӗ. Ӗнертенпе ку йӗркене улшӑну кӗртнӗ.

Чӑваш Енӗн Элтеперӗ алӑ пуснӑ 75-мӗш номерлӗ саккунта тытса чарнӑ машинӑсене ятарлӑ стоянкӑна куҫарассин йӗркине улшӑну кӗртнӗ. Ҫапла вара хуҫи кӑлтӑкне ҫийӗнчех пӗтерсен машинӑна ятарлӑ вырӑна илсе кайнишӗн укҫа тӳлеттермӗҫ.

Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: автомобиле ятарлӑ вырӑна илсе кайнишӗн мӗн чухлӗ тӑкакланассине республикӑн Тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби палӑртать.

 

Республикӑра Тӳре-шара хак епле пулмаллине татса парать
Тӳре-шара хак епле пулмаллине татса парать

Ҫӗнӗ ҫула ҫутӑшӑн ҫӗнӗ хакпа кӗтсе илӗпӗр. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен хак хӑпармӗ, анчах утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тариф ылмашӗ. Цифрӑсене республикӑн Конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен служба ҫирӗплетнӗ.

«2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен электричество энергийӗн тарифӗ улшӑнмӗ, вӑл 2015 ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫулхи пекех юлӗ», — малтан пӗремӗк тенӗ евӗр ырӑ хыпартан пуҫланӑ асӑннӑ ведомство сайтӗнчи хыпара.

Утӑ уйӑхӗнче хулара пурӑнакан, газ плитипе усӑ куракансемшӗн тариф пӗр кВт/сехетшӗн 2 тенкӗ те 98 пуса ҫитсе ларӗ. Хальхи 2 тенкӗ те 80 пусран ку вӑл 6,4 процент пысӑкрах. Хулара пурӑнакан, электричество плитипе усӑ куракансен тата ял ҫыннисен тарифӗ пӗр килоВатт-сехетшӗн 2 тенкӗ те 9 пус тӳлеме тивӗ. Халӗ вӗсемшӗн тариф 1 тенкӗ те 96 пуспа танлашать.

Сӑмах май, коммуналлӑ отрасльте ытти хак та хӑпарать.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 26

1928
96
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та