Республикӑра
![]() Чãваш Енре ҫӳп-ҫап турттарассипе ӗҫлекен «Экоцентр» регионти операторãн партнер-предприятисем умӗнчи парӑмӗ ҫӗршер миллион тенке ҫитнӗ. Ҫӳп-ҫап операторӗн тӑкакӗсем республикӑн Тариф службине тата Ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерствине шухӑша янӑ. «Экоцентрӑн» панкрута тухас хӑрушлӑх пур. Аса илтерер: 2018 ҫул вӗҫӗнче пирӗн республикӑра йӑлари хытӑ каяша турттарассипе ҫӗнӗ тытӑм ӗҫлеме пуҫларӗ. Малтанхи вӑхӑтра тӗрлӗ ӑнланманлӑх час-часах сиксе тухкаларӗ. Халӗ пур ҫӗрте те ҫӳп-ҫап контейнерӗсем пур (2019 ҫулта компани 4 пин ытла контенйер туяннӑ), машинӑсем йӑлари хытӑ каяша турттарса тӑраҫҫӗ. «Экоцентр» халӗ Чӑваш Ени 1704 ялти йӑлаи хытӑ каяша турттарса тӑрать. Анчах ӗҫшӗн халӑхӑн 85 проценчӗ ҫеҫ тӳлет иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |