Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗн: Ҫӗнӗуписем «ҫӗр хапхи» витӗр тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 21.07.2015 16:05 | 1960 хут пӑхнӑ
Тӗн Тимӗр Лашман сӑнӳкерчӗкӗ
Тимӗр Лашман сӑнӳкерчӗкӗ

Тутарстан Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи ҫӗнӗуписем «Ҫӗр хапхи» йӑла-йӗркене виҫӗ ҫулта пӗрре тунӑ. Хӑш чухне, шӑрӑх пулсан е чир-чӗр сарӑлсан, сиктернӗ. Юлашки хут ӑна, Тимӗр Лашман ҫырнӑ тӑрӑх, 1892 ҫулта ирттернӗ.

«Ҫӗр хапхине» Ҫинҫе хыҫҫӑн, ҫӗртме сухине тухас умӗн ирттернӗ. Вырӑнӗ хӗвелтухӑҫ енче пулнӑ. Йӑлана Турӑран халӑха, выльӑха чир-чӗртен, усалтан сыхлама ыйтса тунӑ.

Ял старости ватӑсемпе канашланӑ, унтан ҫӗр витӗр хӑҫан тухассине халӑха пӗлтернӗ. Ҫав кун килте вутӑ чӗртме юраман. Ирхи 7-8 сехетре кашни килтен пӗрер ҫын «хапха» чавма тухнӑ. Ҫырма хӗрринче вырӑн тупнӑ хыҫҫӑн пурте ӗҫе пикеннӗ. Иртмелли вырӑн тӑрринче пӗр аршӑн хулӑнӑш ҫӗр хӑварнӑ. Ишӗлсе анасран хӑмасемпе ҫирӗплетнӗ.

«Хапха» туса пӗтернӗ тӗле «ҫӗнӗ вут» чӗртме пуҫланӑ. Ун валли икӗ юпа лартнӑ, вӗсен хушшине ҫӳхе кашта урлӑ чикнӗ, «Н» саспалли евӗрех пулса тухнӑ. Юпасене ҫӳлтен вӗренпе ҫирӗплетнӗ. Унтан темиҫе ҫын урлӑ хунӑ каштана кантрапа йӑваласа ҫавӑрттарма пуҫланӑ. Тепӗр темиҫе минутранах ҫӳхе кашта вӗҫӗсем ытла вӑйлӑ хырӑнса хӗрнӗрен ҫунма тытӑннӑ. Ку шӑпах «ҫӗнӗ вут» ӗнтӗ. Унран кӑвайт чӗртнӗ.

Ҫав вӑхӑталла ял халӑхӗ пухӑннӑ. Кунта выльӑх-чӗрлӗхе те илсе килнӗ. Ҫӗнӗ вут ҫинче пӑтӑ тата 5-6 икерчӗ пӗҫернӗ. Пӑтта «Киремет амӑшне» панӑ, икерче вара — унӑн ачисене. Ун чухнех ятарлӑ кӗлӗ вуланӑ.

#Ҫӗнӗ Упи, #Ҫӗпрел районӗ, #Тутарстан, #йӑла-йӗрке

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/6018.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем