Ҫӗрпӳ район администрацине кам ертсе пырассине ҫывӑх вӑхӑтра татса памалла. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ҫинчен калакан саккунпа пӑхнӑ йӗрке тӑрӑх, ку ыйтӑва ятарлӑ комиссие шанаҫҫӗ. Унӑн пӗр пайне республика Элтеперӗн хушӑвӗпе палӑртаҫҫӗ. Тепӗр пайне вырӑнти, районти, тӳре-шара кӗрет. Республика енчен комисси пайташӗсене палӑртнӑ ӗнтӗ. Унта Чӑваш Патшалӑх канашӗн икӗ депутачӗ – Вадим Николаевпа Виктор Ильин тата Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ – строительство министрӗ Олег Марков, ЧР Элтеперӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ – Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов кӗнӗ.
Аса илтеретпӗр, республикӑна ӗҫлеме куҫиччен Сергей Артамонов Ҫӗрпӳ район администрацине ертсе пынӑччӗ. Халӗ Ҫӗрпӳ район тилхепине вӑхӑтлӑх майпа 37 ҫулти Александр Казаков тытса пырать. Район администрацине куҫиччен вӑл юсанмалли 9-мӗш колони пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Арҫынсен ҫав колонийӗ Ҫӗрпӳрен инҫех мар вырнаҫнӑ.