Эпир ирттерекен «Шан мана, тӗнче!» литература ӑмӑртӑвне пӗрремеш хайлав ҫитрӗ — хӑйӗн «Ҫеҫпӗл патне ҫырнӑ ҫыру» сӑввине Шупашкарти 1-мӗш гимназире 8-мӗш класра ӑс пухакан Никита Леонтьев ярса пачӗ. Каласа хӑварас пулать: пирӗн электронлӑ вулавӑшра ку унӑн малтанхи хайлавӗ мар, хӑйӗн пултарулӑхӗпе вӑл унччен те пире савӑнтарнӑччӗ.
«Шан мана, тӗнче!» интернет конкурса эпир ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Литература ӑмӑртӑвӗ Раҫҫей Федерацийӗнчи Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Республикинчи Константин Иванов ҫулталӑкӗ ячӗпе иртет. Интернет-конкурса «Нарспин» пӗрремӗш куҫаруҫине Андрей Петтокие (1905–1942) халалланӑ.
Асаилтеретпӗр, ӗҫсене 2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен йышӑнатпӑр (ҫителӗклӗ ярса памасан ку тапхӑра ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗччен тӑсма ирӗк пур). Конкурса ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетме шутлатпӑр.