Çеçпĕл патне çырнă çыру


Ырă кун, е ырă каç,

Мишша тете, хапăл ту.

Урăхла мĕнле калас?

Сан пата çырап çыру…

 

Чĕрере халь ман мĕн пур,

Каласа парас теп, кур.

Пуçри пĕтĕм шухăша

Сӳтсе явас теп санпа.

 

Паллах, илтме хуравна

Йывăр пулĕ халь мана.

Эсĕ инçе, аякра,

Леш тĕнчери çăтмахра.

 

Çапах санпа калаçсан,

Тен, хуравсем тупăп эп.

Тарăнрах шухăшласан,

Вĕçне-хĕрне çитĕп эп.

 

Чăваш чĕлхи тӳпинче

Санăн ĕçӳ пит çӳлте.

Пĕтĕм тĕнче умĕнче

Мухтанатпăр халь пурте.

 

Эсĕ çырнă сăвăсем

Йĕр хăварнă ĕмĕре,

Санăн хайлав-тĕпчевсем

Пулĕç пирĕншĕн тĕрев.

 

Пĕр çын мар эсĕ – пин-пин!

Пин чăваш та, пин-пин çын!

Сан чĕрӳн кăвар çути –

Пин чăвашшăн çул утти!

 

Сан ятупа пурăнар,

Чăвашла пуплер, савнар.

Сан ятупа мухтанар,

Пĕр-пĕрне телей сунар!

 

Хытă утăмлă пулар,

Уçă чунлă та патвар.

Чăваш Ене юратар,

Чăваш чĕлхине савар!

 

Çеçпĕлĕм, Мишша тете,

Сан ятпа халь пур тем те,

Тĕп хуламăрта ‒ урам,

Çаврăксен театрĕ – храм!

 

Пирĕн сăвăç-юрăçсем ‒

Çеçпĕл лауреачĕсем!

Сан ятупа чăвашсем

Уçнă чаплă музейсем.

 

Эп шутлатăп – ахаль мар

Тивĕçнĕ эс çак чыса.

Тăрăшнă эс сахал мар

Чĕлхе хăватне туйса.

 

Ĕненсе чунтан-вартан,

Халăха пĕлсе, шанса.

Хăв хăватлă пулнăран,

Чăвашсемшĕн тăрăшса.

 

Тавтапуç сана, тете!

Халăх сана юратать.

Чăваш Ен, юратнă ен,

Ывăлĕпе мухтанать!

 

Пур чăваш ачи савса

Ав тупа тăвать паян:

«Çеçпĕл Мишши пек таса

Чунлă пулăпăр ялан!

 

Тăван ене, халăха,

Эпир сума сăвăпăр.

Унăн хăватне туйса

Çеçпĕл чунлă пулăпăр!»

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Елена (2015-01-12 21:36:38):

Маттур, Никита. Чăн чăваш ачи эсĕ! Чăваш чунлă çын.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина Зотова (2015-01-13 07:27:29):

Мана та санăн сăвву ПИТĔ килĕшрĕ! Çăмăллăн вуланать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: