Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Хӑрамасӑр кредит илнисем ҫӗрулмие лайӑх хакпа сутаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 02.11.2014 09:26 | 1465 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ Ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшса ырӑ ята тивӗҫнисенчен пӗри Сергей Павлов министрпа тата Михаил Игнатьев Элтеперпе
Ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшса ырӑ ята тивӗҫнисенчен пӗри Сергей Павлов министрпа тата Михаил Игнатьев Элтеперпе

Кун пирки Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен уявӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев палӑртса хӑварнӑ. Уявӗ юпан 31-мӗшӗнче иртессине эпир пӗлтернӗччӗ.

«Иккӗмӗш ҫӑкӑр» ҫинчен калас тӑк, асӑннӑ культура пирки паян татса памалли ыйтусене хускатнӑ май чарӑнса тӑнӑ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра кредит та илнӗ, ҫӗрулмие упрама хранилище те тунӑ. Паян ҫак культура аван хакпа сутӑнать. Пысӑк хуҫалӑхсен, Игнатьев шучӗпе, ҫӗрулмипе ҫине тӑрсарах ӗҫлемелле, ҫулталӑкра 1 миллион тонна туса илме ӑнтӑлмалла.

Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫ укҫи шайне ӳстермеллине те палӑртнӑ. «Паян мӗнпур ял хуҫалӑх продукцийӗ тивӗҫлӗ хакпа сутӑнать, пӗчӗк ӗҫ укҫи отрасль аталанӑвне такӑнтарать», — тесе шухӑшлать иккен Элтепер.

Кирек епле уяври пекех пысӑк шайри наградӑсемпе те чысланӑ. «Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Елчӗк районӗнчи «Комбайн» кооперативри Владимир Анисимов электрогазосварщик, Ҫӗрпӳ районӗнчи «ВДС» тулли мар яваплӑ обществӑри Изосим Романов, Патӑрьел районӗнчи «Малалла» эртелти Николай Филиппов тракторист тивӗҫнӗ.

«Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществин пуҫлӑхне Вадим Николаева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе хакланӑ.

Сӑнсем (74)

#ял хуҫалӑхӗ, #уявсем, #Елчӗк районӗ, #ҫӗрулми, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Патӑрьел районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем