Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Леонид Антонов ҫыравҫӑ — 70 ҫулта

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 16.06.2009 19:15 | 1892 хут пӑхнӑ

Красноармейски ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Леонид Антонов сӑвӑҫа пирӗн районта пӗлмен ҫын та ҫук пулӗ. Эпӗ те ун сӑввисене час-часах вуласа тӑратӑп. Ман шутпа, вӗсем чун-чӗрене пырса тивекен, паянхи кун таппипе тан пыракан ҫепӗҫ сӑвӑсем.

Поэт 1939 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Красноармейски (Малти Трак) ялӗнче ҫуралнӑ.

Эсир сӑвӑ ҫырма хӑҫан пуҫланӑ тесен Леонид Илларионович ҫапла хуравлать: "Ача чухне эпир кашниех сӑвӑҫ. Ҫак ырӑ туйӑма малалла аталантарма пӗлни кирлӗ. 8-9 классенче вӗреннӗ чухне вара сӑвӑсене класра тухса тӑракан стена хаҫатӗнче пичетлеттӗм. (Пӗтрӗ халӗ ҫак ырӑ йӑла!). Сӑвӑ ҫырас ӗҫре мана ырӑ сӗнӳсем парса пулӑшнӑшӑн Ф.Л.Тихоновпа ("Ан хумхан, ҫӑкалӑх" юррӑн авторӗ) тата П.Архипова ырӑпа асӑнас килет. Пичетре кун ҫути курнӑ пӗрремӗш сӑвӑ шутне "Ҫамрӑк коммунист" хаҫатра пичетленнӗ "Малтанхи чечек" сӑвва кӗртетӗп."

Кашни ҫыравҫах ыттисенчен мӗнпе те пулин уйрӑлса тӑрать. Леонид Антоновичӑн произведенийӗсенче тӑван уй-хир кӗвви тӗп вырӑн йышӑнса тӑрать. Ку тӗрӗсех ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Леонид Илларионовичӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ ял хуҫалӑх ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ. Хресчен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ ача епле ял хуҫалӑх ӗҫне хутшӑнмасӑр тӑрса юлтӑр-ха? Леонид та район центрӗнчи вӑтам шкулта пӗлӳ чухнех ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле тырӑ вырнӑ, авӑн ҫапнӑ, выльӑх-чӗрлӗх валли апат хатӗрленӗ. Ахальтен мар поэт "Каҫалӑк" сӑвӑра ҫапла ҫырать:

 

Ҫурла, кӗлте, ҫӗмел, капан...

Ман алӑ витӗр тухрӑр эсӗр.

 

Алла аттестат илсен ҫамрӑк каччӑ тӳрех аслӑ шкула вӗренме кайма шутламан. "Вӗренесси кайран та пулӗ, малтан ӗҫре пиҫӗхмелле," — тенӗ вӑл. Яш каччӑ Шупашкарти автомотоклубра водитель правине алла илет. Ҫара кайиччен тӑван хуҫалӑхра автомашина ҫӳретнӗ, хӗсметре те хӑй специальноҫне улӑштарман. Пушӑ вӑхӑтсенче вара сӑвӑ ҫырнӑ. Ҫав вӑхӑтрах аслӑ пӗлӳ илес шухӑш канӑҫ паман салтака: физика, хими, вырӑс чӗлхипе литератури предметсене тепӗр хут тишкерсе тухнӑ вӑл, кирлӗ вырӑнсене ятарлӑ тетрадьсем ҫине ҫыра-ҫыра хунӑ.

Ҫӗршыв умӗнчи чи таса тивӗҫе пурнӑҫласан Леонид тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. 1961 ҫулта Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институчӗн агрономи факультетне вӗренме кӗнӗ. Кунта та сӑвӑ ҫырас кӑмӑла пӑрахман вӑл. 1962 ҫултанпа тӗрлӗ хаҫат-журналта пичетленме пуҫланӑ.

Пилӗк ҫул иртсен ученӑй-агроном специальноҫне алла илнӗ йӗкӗт "Победа" колхозра ("Красноармейский" совхозра) ӗҫлеме тытӑннӑ. Леонид Илларионовича колхоз хӑй ҫӗрӗнчен пӗчӗк тухӑҫ илни шухӑша янӑ. Ҫитӗнӳсемшӗн тӑрӑшса вӑл тӑтӑшах уй-хирте пулнӑ, колхозниксемпе тата ватӑсемпе калаҫса пусӑ ҫаврӑнӑшне улӑштарма пикеннӗ. Вӑй хуни харама кайман. Красноармейскисем темиҫе ҫултан тӗш тырӑ тухӑҫне 17-18 центнера ҫитернӗ.

Каярахпа Л.И.Антонов тӑван республикӑн ӳсентӑрана сыхлас енӗпе ӗҫлекен комитетӗнче, районти ял хуҫалӑх продукчӗсем хатӗрлес тата вӗсен пахалӑхне тӗрӗслес енӗпе ӗҫлекен инспекцийӗнче тимленӗ. Пенсие кайиччен Красноармейски район администрацийӗн ял хуҫалӑх управленийӗн тӗп агрономӗнче тӑрӑшнӑ.

Леонид Антонов — ҫӗр ҫынни, агроном. Ҫавӑнпах-и, тен, унӑн чылай сӑввисем тӑван уй-хир, хура ҫӗр, ҫӑкӑр хакӗ темӑсемпе ҫыхӑннӑ. Тӑвн тавралӑх, тӑван ен тата ун ҫыннисем ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем те сахал мар унӑн. Пысӑк чӗреллӗ тата ӑшӑ кӑмӑллӑ чун тӗпӗнчен ҫеҫ шӑранса тухма пултарнӑ ҫак сӑвӑсем. Леонид Антоновӑн вуласа тухнӑ сӑввисем тӑрӑх эпӗ ҫакна калама пултаратӑп: вӑл — пурне те юратма пӗлекен поэт.

Леонид Антонов сӑввисем тӑрӑх пирӗн ентешсем — Ю.Шепилов, И.Романов, М.Ильин, Н.Филимонов композиторсем нумай юрӑ кӗвӗленӗ. Вӗсен шутӗнче Красноармейски районӗн гимнӗ те.

Поэтӑн сӑввисем "Ялав", "Тӑван Атӑл", "Ҫилҫунат" журналсенче, "Хыпар", "Хресчен сасси" хаҫатсенче тата районӑн "Ял пурнӑҫӗ" хаҫатӗнче кун ҫути кураҫҫӗ.

 

Леонид Илларионович Антонов — Красноармейски районӗнчи Н.Я.Янкас ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗ. Районти культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн «Чун туртӑмӗ — йӑмраллӑ Трак» хушма кӑларӑмӗнчи сӑвӑсен ярӑмӗшӗн тивӗҫнӗ (1991).

Эпӗ Леонид Илларионовича питӗ лайӑх пӗлетӗп. Вӑл ӑшӑ кӑмӑллӑ, тарават ҫын. Пенсире пулин те хӑйне ватӑ тесе шутламасть — ҫамрӑк чухнехи пекех вӑр-вар, ӗҫсӗр ларма пултараймасть. Юлашки вӑхӑтра Красноармейски сали илемлентӗр тесе чылай тӑрӑшрӗ вӑл: сад ӗрчетсе пан улми йывӑҫҫисен калчисене ӳстерсе халӑха сутрӗ (йӳнӗпех тата!), район хаҫачӗн страницисенче тӑван тавралӑх илемне упрасси ҫинчен тухса калаҫрӗ... Телейлӗ ҫын вӑл — ыттисене телейлӗ тӑвакан. Хамӑн сӑмаха поэтӑн сӑвӑ йерксемпех вӗҫлетӗп:

 

Телейсӗр эт тесе нихҫан ан калӑр,

Телей тени ялан вӑл юнашар.

Кун-ҫул пире пӗр вӗҫӗмсӗр аллатӑр,

Аллатӑр та алтарь ҫине пӑхар.

Эп кӳренместӗп хывӑхӗ юлнишӗн,

Али пырать-ҫке вӗтӗлсе ялан.

Тавах сана, аннемӗр ҫуратнишӗн,

Ытти килет, туссемӗр, хамӑртан.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Красноармейски, #Красноармейски районӗ, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем