Паян, акан 24-мӗшӗнче «Халап хапха тӑрринче...» ятлӑ литература конкурсӗ пуҫланать! Ӑна ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, културине вӗрентекенсене тӑван ене, унӑн культурипе историне, юмах-халапне тӗпчес, литература пултарулӑхне аталантарас, тӑван халӑхӑн, тӑван ял-хулан, тӑван тавралӑхӑн чи кӑсӑк енӗсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Литература ӑмӑртӑвне шкул ачисем, вӗрентекенсемпе профессиллӗ ҫыравҫӑсем шутне кӗмен ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Конкурса йӗркелекенсем: Чӑваш Республикин верентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӑваш чӗлхе историйӗн пайӗ, «Чӑваш халӑх сайчӗ», Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ.
Астӑватӑр пулӗ, пӗлтӗр те эпир кун йышши конкурса ирттерсеччӗ. Ун чухне хутшӑнакансен фантастикӑпа фэнтези темипе ҫырмалла пулчӗ. Хальхинче вара тӑван ял е хула тӑрӑхӗнчи пӗр-пӗр топоним (ял, ҫырма-ҫатра, ту-хысак, шыв-шур тата ытти те) ячӗпе ҫыхӑннӑ халап-юмах тӑрӑх йӗркеленӗ илемлӗ хайлав ҫырма тивӗ. Ку тема ахаль ҫуралман — пӗлтӗрхи конкурсрах ун йышши хайлавсем чылай килчӗҫ. Тепӗр тесен хулапа ял халапӗсене тӗпе хурса ним мар чаплӑ хайлав ҫырма май пур. Кӑҫалхи уйрӑмлӑхсенчен тепри — конкурса вӗрентекенсене хутшӑнтаратпӑр. Вӗсем аслисем хушшинче тупӑшӗҫ. Паллах, кӳренмелле ан пултӑр тесе, професилле ҫыракан ҫыравҫӑсене хутшӑнтармастпӑр. Вӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ — анчах та вӗсем ӗҫӗсем ӑмӑртӑва хутшӑнмаҫҫӗ.
Пирӗн конкурсӑн тепӗр уйрӑмлӑхӗ — пире янӑ хайлавсене эсир тӳрех электронлӑ вулавӑшра курма, вӗсемшӗн сасӑлама, вӗсене хаклама пултаратӑр.
Яланхи пекех ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесем (пӗлтӗр хутшӑннисем суйма памӗҫ), дипломсем кӗтеҫҫӗ!
Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ — вӑхӑт пур, хутшанма вӑтанмалла мар ҫеҫ!