Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫурт-йӗр: Канашра ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе митинг иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 30.04.2014 13:54 | 1230 хут пӑхнӑ
Ҫурт-йӗр

Канашра нумаях пулмасть «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти йӗркеленипе митинг иртнӗ. Унта ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Маларах унта ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗтӗмӗшле пухӑвӗн протоколӗсене тӗрӗсмарлатнӑ имӗш. Ҫав хута ӗненсен Канаш ҫыннисем кулленхи юсавшӑн тарифсене хаклатас тесе сасӑланӑ пулать. Тата ҫурта кам тытса тӑрасси пирки калакан йышӑнӑва ҫирӗплетнӗ пек ҫавӑрттарса хунӑ-мӗн. Хула ҫыннисене ҫуртӑн пӗтӗмӗшле тӑкакӗсемшӗн тесе тӳлеттерекен виҫе те, йӑлари хытӑ каяша турттарас ыйту та пӑшӑрхантарать иккен.

Митингра нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсасси пирки те калаҫнӑ. Муниципалитет шайӗнче йышӑннӑ ҫав программа 2043 ҫулччен вӑйра пулӗ. Ӑна халь йышӑнакансем вӑл вӑхӑтра влаҫра пулас ҫук — яваплисене кайран ӑҫта шырамалла тесе патӑраҫҫӗ-мӗн канашсем.

Канашсем умӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков, Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен республикӑри пӗрлешӗвӗн пайташӗ Тамара Манаева хутшӑннӑ.

Митинга хутшӑнакансем резолюци йышӑннӑ. Унта ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри хаксем ӳснине хирӗҫҫине, протоколсене ылмаштарса йӗркеленишӗн кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ. Хула полицийӗ ку фактсем тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнмасть имӗш. Резолюцире хулари управляющи компанисене тата ресурссемпе тивӗҫтерекен организацисен экономика ӗҫ-хӗлне тӗрӗслемеллине палӑртнӑ.

Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри хӑш-пӗр ыйтупа Раҫҫей Президенчӗпе Правительстви патнех ҫитме йышӑннӑ.

#ҫурт-йӗр, #хаксем, #Канаш, #митингсем

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.30 23:35
Вара митинга вырăссем ирттернĕ-им?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем