Республикӑн патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗ вӗҫӗмех тӗрӗслевсем ирттерет. Тӗслӗх вырӑнне пуш уйӑхӗн 17–21-мӗшӗсене илес тӗк ҫав вӑхӑтра 15 тӗрӗслев йӗркеленӗ. Вӗсенчен тӑваттӑшне инспекторсем предприяти-организацисенче ӗҫ сыхлавӗн правилисене пӑхӑннипе пӑхӑнманнине палӑртас тӗллевпе йӗркеленӗ, вунпӗрӗшӗнче — право ыйтӑвӗсемпе.
Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвне инспекций типӗ цифрӑсем тӑрӑх асӑнса кайнӑ та, ӑҫта епле кӑлтӑк палӑртнине каламан та, ҫапах та шухӑшламалӑх пур. 15 тӗрӗслев вӑхӑтӗнче инспекторсем ӗҫ законодательствине пӑснӑ 65 тӗслӗхе асӑрханӑ. Сӑмах май калас тӑк, йӗркене пӑснинчен пысӑк пайӗ, 56 тӗслӗхӗ, ӗҫ сыхлавӗн парвилисене пӑхӑманнипе ҫыхӑннӑ. Тӗслӗх вырӑнне ӗҫ сыхлавӗпе инструкцисем ирттерменнине, шалӑва хӑҫан тӳлемеллине палӑртманнине, ӗҫрен каякан ҫынна ҫав кунах тӳлесе татманине асӑнмалла.