Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Олимп факелӗ хӗрарӑмсен колонинче пулнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 18.02.2014 13:34 | 1113 хут пӑхнӑ
Республикӑра Алина Иванова спортсменка факелпа
Алина Иванова спортсменка факелпа

Чӑваш Енре «Олимпиадӑпа ҫывӑхрах паллаш» акци малалла пырать. Ҫак тапхӑрта Олимп вӑййисен тӗп палли республикӑри мӗн пур шкулта, ача пахчинче тенӗ пекех пулса курнӑ. Нумаях пулмасть, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, факел Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмсен колонийӗнче пулнӑ.

Акци йӗркелӳҫисем палӑртнӑ пекех, Чӑваш Республикинче Олимп вӑййисен факелне кашниех тытса пӑхма, унпа сӑн ӳкерӗнме пултарать. Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмсен колонине факела РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, марафон чемпионки, Олимп вӑййисене хутшӑннӑ тата Шупашкарта Олимп эстафетинче ҫулӑм йӑтса чупнӑ Алина Иванова илсе ҫитернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ӑна колонире питӗ ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, йӗплӗ пралук леш енчи хӗрарӑмсемпе калаҫу лӑпкӑн иртнӗ. Алина Иванова факелсӑр пуҫне хӑйӗнпе пӗрле медальсем илсе пынӑ. Спортсменка колонири хӗрарӑмсем ӑна пӗлнинчен, унӑн ҫитӗнӗвӗсемпе кӑсӑкланнинчен тӗлӗннӗ. Йӑлапа килӗшӳллӗн тӗлпулу факелпа сӑн ӳкерӗннипе вӗҫленнӗ.

Аса илтерер: Шупашкарта Олимп ҫулӑмӗн эстафети пулнаранпа 1,5 уйӑх иртнӗ, Олимп вӑййисем вӗҫлениччен пӗр эрнене яхӑн юлнӑ. Факел вара хӑйӗн ҫулҫӳревне малалла тӑсать: шкулсене, ача пахчисене, халӗ ав тӗрмесене те ҫитет.

#олимп вӑййисем, #Ҫӗрпӳ районӗ, #тӗрмесем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем