Вырӑнти хӑй тытмӑлӑха тӗрӗслессин тухӑҫлӑхне ӗнер ведомствӑсен хушшинчи лару йӗркелесех тишкернӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ.
Республикӑри муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене 1 202 хутчен тӗрӗсленине пӗлтернӗ, ҫав шутран 445-шӗ — планпа пӑхманни иккен. Должноҫри ҫынсене 230 хутчен 1,95 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ. Пуринчен ытла явап тыттараканни — монополипе кӗрешекен служба. Хайхин тӳпи — 40 процент. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗпе Инкеклӗ ӗҫсен министерстви мӗнпур штрафӑн 15-шар процентне ҫырса панӑ, прокуратура тӳпи — 9 процент.
Ял тӑрӑхӗсем патшалӑх заказӗ пирки пӗлтерӳсем панӑ чух сахал мар йӑнӑшаҫҫӗ иккен. Чӑваш Ен Элтеперӗ вара ку ӗҫре район администрацийӗсен пулӑшмаллине, тӗрӗсрех, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ обьектсене хута янӑ чух районсен хӑйсен конкурс ирттермеллине палӑртса хӑварнӑ.