Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫу уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче «Ялта чи лайӑххисем» агрослет иртӗ. Ӑна кӑсӑл Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулне тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халаллӗҫ.
Агрослета пултаруллӑ тата хастар ҫамрӑксем, ялта ӗҫлесе пурӑнаканскерсем, хутшӑнӗҫ: тухтӑрсем, вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем, спортсменсем… Ҫавӑн пекех унта Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчи ҫамрӑксем килӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, парад, ял ҫамрӑкӗсен спартакиади, уха пӗҫерес енӗпе ӑмӑрту иртӗҫ. Ҫавӑн пекех экспертсемпе, общество ӗҫченӗсемпе, влаҫ органӗсен представителӗсемпе уҫӑ дискуссисем пулӗҫ.
