Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре тӗрмере ларакан пӗр ҫынна хваттер панӑ. Тӳрех палӑртар: кирпӗч шутлама ӑсатнисене хваттер пама тытӑнман-ха.
Юсанмалли 1-мӗш колонире ларакан ҫамрӑк арҫын тӑлӑх пулнӑ. Тӑлӑхсене хваттер памалли саккун пуртан вӑл та ӑна илме черете тӑнӑ. Ҫавна май патшалӑхӑн ӑна хваттер памалла пулнӑ.
Каччӑ темле усал ӗҫ туса юсанмалли колоние лекнӗ. Хваттер илме черет ҫитсен ӑна хваттер уҫҫине тӗрмере панӑ. Унтан тухсан вӑл ҫӗнӗ хваттере кӗрсе пурӑнма пултарӗ.
Юсанмалли 1-мӗш колони, сӑмах май каласан, Шупашкарта, Лапсар проездӗнче вырнаҫнӑ. Асӑннӑ колони федерацин хысна учрежденийӗ шутланать. Унӑн пуҫлӑхӗ пулса 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе Вадим Гурьев ятлӑ ҫын. тӑрӑшать.
