Территорисене аталанма пулӑшакан фонд Чӑваш Енӗн заявкине ырланӑ май республикӑри ишӗлекен 20 ҫуртри ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарма йышӑннӑ.
Ӗнер иртнӗ ларура фонд тата тепӗр 6 регионӑн заявкине ырланӑ, ҫав шутра Чӑваш Енӗнне те.
Кӑҫалхи программӑна Шупашкарти пӗр ҫурт та лекеймен. Халӗ вара Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Ҫӗмӗрлери, Вӑрнар тата Ҫӗрпӳ районӗсенчи 20 ҫурт лекнӗ, вӗсенче 256 ҫын пурӑнать-мӗн.
Вӗсен адресӗ ҫапларах:
Ҫӗнӗ Шупашкар – Силикат урамӗнчи 12-мӗш тата 14-мӗш ҫуртсем;
Вӑрнар – Ашмаров урамӗнчи 6-мӗш тата Путевой урамри 23-мӗш ҫуртсем;
Ҫӗрпӳ – Гагарин урамӗнчи 35-мӗш, Гоголь урамӗнчи 13-мӗш, Ҫаран урамӗнчи 5-мӗш ҫуртсем;
Ҫӗрпӳ районӗнчи Хирти Тукай ялӗнчи Ҫамрӑксен урамӗнчи 13-мӗш ҫурт;
Канаш – Кабалин урамӗнчи 5-мӗш ҫурт;
Ҫӗмӗрле – Киров урамӗнчи 75-мӗш, Красноармейски урамӗнчи 1-мӗш тата 17-мӗш ҫуртсем, Мопр урамӗнчи 23-мӗш, Свердлов урамӗнчи 92-мӗш, 92а, 105-мӗш, Стройучасток урамри 9-мӗш, Тургенев урамӗнчи 17-мӗш, Угольник урамӗнчи 5-мӗш, Францев урамӗнчи 1а ҫуртсем.