Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Галина Матвеева ҫыравҫӑ ачасемпе тӗл пулнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 30.10.2025 07:42 | 48 хут пӑхнӑ
Персона
Чӑваш кӗнеке издательстви халӑх пабликӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш кӗнеке издательстви халӑх пабликӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Галина Матвеева ҫыравҫӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче Шупашкарти 9-мӗш вӑтам шкулти 2 «А» класра вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ. Унта авторӑн «Тилӗпе Улатакка. Лиса и Дятел» сӑвӑлла юмахне сӳтсе явнӑ.

Галина Матвеева 1957 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Аҫӑм Ҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Журналист ӗҫӗнче чылай ҫул тӑрӑшнӑ, тӗрлӗ премие тивӗҫнӗ, ҫав шутра Ҫемен Элкер премине, Иван Ивник премине.

Галина Алексеевна А.М. Горький ячӗллӗ Уралти патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. 1980-1999 ҫулсенче хальхи «Хыпар» (ун чухне — «Коммунизм ялавӗ») хаҫатра корреспондентра, аслӑ корреспондентра, пай заведующийӗнче тӑрӑшнӑ. 1999-2003 ҫулсенче «Хресчен сасси» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ пулнӑ. 2003-2006 ҫулсенче «Советская Чувашия» хаҫатра аслӑ корреспондентра, тишкерӳҫӗре тӑрӑшнӑ. 2006 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче вӑй хурать.

#кӗнекесем, #Кӗнеке палати, #ачасем, #тӗлпулусем, #литература, #ҫыравҫӑсем, #Вӑрнар районӗ, #Аҫӑм Ҫырми

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2342.20.4721
2025.10.30 12:17
Agabazar
Астăвăр, ку автор «Чуваш» псевдонимлă Польша партизанĕ пирки поэма та çырнă!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем