Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: М7 трассӑна вӑрмансем урлӑ ҫавӑрттарса ярасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 04.10.2013 19:38 | 2012 хут пӑхнӑ
Ҫӗнӗ ҫулӑн пуҫламӑш пайӗ
Ҫӗнӗ ҫулӑн пуҫламӑш пайӗ

М7 ҫул Шупашкара кӗмесӗр иртсе каять пулин те хальхи ҫавра ҫул паянхи пурнӑҫа тивӗҫтерменни куҫ кӗрет — ӑна тепӗр хут ҫавӑрса ярасшӑн, урапасене Карачура, Ҫӗнӗ Лапсар, Кӳкеҫ витӗр чуптарасшӑн мар.

Нумай пулмасть ҫак ҫавра ҫулӑн ҫӗнӗ вариантне Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче сӳтсе явнӑ иккен. Ҫӗнӗ ҫул Ишлей пӑрӑнчӑкӗнче пуҫланать те вӑрман витӗр иртсе сад пахчисен пӗрлӗхне килсе тухать (Карачура ҫывӑхӗнче сад пахчисем нумай — шӑп ҫавсем витӗр иртмелле ун). Малалла ҫул Йӑршу ялӗ ҫумӗпе (кунта Карачура вӑрман хуҫалӑхӗн вӑрманне касасшӑн курӑнать; ҫывӑхра кӳлӗсем пуррине те манмалла мар) иртсе Лапсар ял тӑрӑхӗн ҫӗрӗсем ҫине тухать. Ҫул Ассакасси ялӗнчен кӑнтӑр енӗпе (Асса пӗвинчен аяларах кӗпер тума палӑртнӑ), «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкӗ хушшипе иртмелле. Малалла ҫул Ҫӗньял енне каймалла, унтан вара уйсем тӑрӑх Толиккассине ҫавӑрса илсе Апаш патнелле тухмалла. Ку тӑрӑхра тарӑн ҫырма-ҫатра сахал маррине шута илсен пӗтӗмпе 7 кӗпер таранах тума палӑртнӑ.

Сарапакасси ял тӑрӑхӗн ҫыннисем, вӗсен лаптӑкӗ питех те пыса тивменрен пуль, ытлашшиех хирӗҫ пулман имӗш. Малалла кунашкал тӗлпулусем Атайкасси, Ҫырмапуҫ тата Апаш ял тӑрӑхӗсенче иртмелле.

#ҫул-йӗр, #Карачура, #Ҫӗнӗ Лапсар, #Шупашкар, #Кӳкеҫ, #Сарапакасси ял тӑрӑхӗ, #Йӑршу, #Лапсар ял тӑрӑхӗ, #Ассакасси, #Ҫӗньял, #Толиккасси, #Апаш, #М7

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем