Паян республикӑн кашни округӗнчех тенӗ пек юр ҫунӑ. Сивӗ ҫанталӑк вӑраха тӑсӑлӗ-и? Синоптиксем мӗн каланине тишкерер.
Кӗҫӗр сивӗ пулӗ-ха, теромометр 3 таран градус сивӗ кӑтартӗ. Ыран вара майӗпен ӑшӑтма тытӑнӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Ытларикун каҫхине тата юнкун ҫумӑрлӑ тата ҫиллӗ ҫанталӑк пулӗ. Ҫил ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑна лӑпланӗ. Анчах ун чухне каллех шӑнтма тата юр ҫума пултарать. Кӑнтӑрла ҫанталӑк лайӑхланӗ.
Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗ ҫумӑрлӑ пулӗ, термометр 7-12 градус кӑна ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫу уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче тинех ӑшӑтӗ, термометр 14-19 градус кӑтартӗ. Шӑматкун хӗвел тухӗ, вырсарникун хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен ӑшӑ та хӗвеллӗ ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ.