Канмалли кунсенче ҫанталӑк каллех пӑсӑлӗ. Шӑматкун ҫумӑр ҫӑвӗ, хушӑран – вӑйлах. Ҫав вӑхӑтрах ҫил те вӑйланӗ.
Шӑматкун ҫӗрле тата вырсарникун ирхине юр ҫукалӗ, сывлӑш 0 градус патнелле пулӗ. Кӑнтӑрла – 2-7 градус ӑшӑ.
Тунтикун ҫанталӑк лайӑхланма тытӑнӗ, уяртӗ. Эрне варринче 15-20 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫӗрле те 5-10 градус ӑшӑ пулӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чи ӑшӑ кунсем акан 18-19-мӗшӗсенче пулӗҫ. Мӑнкунра вара каллех сивӗтме пуҫлӗ.