Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ку эрнере Чӑваш Енре мӗнле ҫанталӑк пулӗ? Паян кӑнтӑрла 5-10 градус таран ӑшӑтнӑ. Ыран вара каллех ҫанталӑк пӑсӑлӗ. Каҫ енне пӗрремӗш хутчен аслати авӑтӗ. Ку республика урлӑ сивӗ фрончӗ иртсе кайнипе ҫыхӑннӑ.
Юнкун ирхине хӗвел тухӗ, анчах кӑнтӑрла ҫумӑр, йӗпе юр ҫукалӗ. Ку эрнере кӗҫнерникун кӑна ҫумӑрсӑр пулӗ. Ун чухне ҫил те лӑпланӗ.
Эрне вӗҫнелле хӗвел каллех пӗлӗтсем хыҫне пытанӗ. Эрнекунпа шӑматкун кӑштах ҫумӑр ҫукалӗ. Ҫӗрле тата ирхине йӗпе юр ҫӑвӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ака варриччен йӗпе юр ҫуса тӑрӗ. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен ӑшӑтма тытӑнӗ. Мӑнкунра сывлӑш 20 градус таран ӑшӑнӗ.
