Йӗпреҫ округӗнчи Хурамал ялӗнче ҫӗнӗ клуб хута яраҫҫӗ. Ку ӗҫе Канашри «Строитель» тулли мар общество строителӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра стенана хӑпартаҫҫӗ, пушар резервуарӗсене тӑваҫҫӗ, канализаци юхса тухмалли вырӑна, таса шыв резервуарне хатӗрлеҫҫӗ. Подрядчик культура ҫурчӗ таврашӗнчи территорие те хӑтлӑлатӗ.
Клубра 150 ҫын валли вырӑн, сцена, артистсен пӳлӗмӗ, вестюбель-фойе, гардероб тата унта ӗҫлекенсен пӳлӗмӗсем пулӗҫ.